Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсем – ученăйсем, тĕпчевçĕсем

02 июля 2011 г.

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 69-70, 72-73, 75-77 номерсенче.)

Николай Михайлович УЛЮКОВ 1983 çулта Вырăс Чукал ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта 7 класс пĕтерсен 1996 çулта Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицейра вăтам пĕлÿ илнĕ. Кунта вăл физика тата математика предмечĕсемпе хăйĕн пултаруллăхне кăтартнă. Вĕренÿ çулĕсенче тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăннă, 10 класра Раççей шайĕпе Соров олимпиадинче математика предмечĕпе призлă вырăн йышăннă. 2000 çулта вăл Мускаври физикăпа техника институтне вĕренме кĕнĕ. 2006 çулта инженер физик дипломне алла илнĕ. Аспирантурăра вĕреннĕ. Палăртнă ыйтупа диссертаци хÿтĕлесе математика наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Хальхи хушăра хăй вĕреннĕ институтра 3-мĕш курсри студентсене ятарлă программăпа (компьютерное моделирование) пĕлÿ парать.

Михаил Романович ФЕДОТОВ 1919 çулта Пуянкассинче çуралнă. Педагогика училищинче, Горькири ют çĕр-шыв чĕлхисен институтĕнче вĕреннĕ. Чăваш Патшалăх педагогика институчĕн преподавателĕ, учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтри ют чĕлхесен кабинечĕн заведующийĕ, Чăваш Патшалăх университечĕн доценчĕ, чăваш чĕлхи кафедрин профессорĕ, тĕрĕк-тухăç чĕлхисен кафедрин заведующийĕ пулнă. Чăваш АССР наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ. Филологи наукисен докторĕ. Академик. 2003 çулта вилнĕ.

Валентин Георгиевич ФИЛИППОВ 1948 çулта Патирекре çуралнă. Чăваш Патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, аспирантура пĕтернĕ. Мускав облаçĕнчи Истра хулинчи Пĕтĕм Раççейри электротехника институчĕн филиалĕн директорĕ. Техника наукисен кандидачĕ.

Владимир Георгиевич ФИЛИППОВ 1955 çулта Патирекре çуралнă. Чăваш Патшалăх университетĕнче, аспирантурăра вĕреннĕ. Мускав облаçĕнчи Истра хулинчи Пĕтĕм Раççейри электротехника институчĕн филиалĕнче тĕп наука сотрудникĕ пулса ĕçлет. Техника наукисен кандидачĕ.

Вячеслав Валерьевич ЭРЮКОВ 1982 çулта Çĕнĕ Чукалта çуралнă. Чăваш Патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра унтах аслă преподаватель пулса ĕçлет. Педагогика наукисен кандидачĕ.

Ираида Ивановна ЕРШОВА 1928 çулта Патăрьелĕнче çуралнă, анчах унăн ачалăхĕ Шăмăршăра иртнĕ. Вăл 1946 çулта кунти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă, çак çулах Йошкар-Олари вăрман институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтерсен направленипе Туркменистана тухса кайнă. Çамрăк специалиста опытлă хуçалăх ертÿçи пулма шаннă. Каярах вăл Воронежри наукăпа тĕпчев институтĕнче аслă специалист пулса ĕçленĕ. Биологи наукисен квандидачĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика