02 июля 2011 г.
Ачасен айăпне пула районта çулленех пушар тухать. Пĕчĕккисем картишĕнче е лупас хыçĕнче кăвайт чĕртеççĕ, çакна вăйă вырăнне хураççĕ. Электроприбор вилкине разеткăна чиксе хăварса, хăйсем урама выляма тухма та пултараççĕ. Çавна май ачасене пушар хăрушсăрлăх йĕркисене ăнлантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çак кунсенче Шăмăршă вăтам шкулĕ çумĕнчи ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьте канакансем районти пушар чаçĕнче пулчĕç. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем ачасене кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Пушар чаçĕн начальникĕ А.Фомин вут-кăварпа, электроприборсемпе, газ плитипе усă курнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалли çинчен каласа пачĕ, тимлĕхе çухатни пысăк инкекпе вĕçленме пултарасси пирки асăрхаттарчĕ. Пушар тухнине курсан тÿрех "01" телефонпа чаçе шăнкăравламалли, урам ятне, çурт номерне тĕрĕс каламалли çинчен те ăнлантарчĕ.
ВДПО райсовечĕн ертÿçи И.Крылова пушар сÿнтермелли хатĕрсене асăнса тухрĕ, огнетушительпе мĕнлерех усă курмаллине каласа пачĕ, вăл еплерех ĕçленине кăтартрĕ. Ирина Николаевна "Пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пĕлетĕн-и;" ятлă викторина та ирттерчĕ. Çак викторина ачасене питĕ килĕшрĕ. Ачасем хăрушсăрлăх йĕркисене лайăх пĕлнине çирĕплетрĕç.
Ачасем пушар сÿнтермелли хăватлă автомашинăсемпе, вут сÿнтермелли оборудованипе те кăсăкланса паллашрĕç. Тĕп пульт вырнаçнă пÿлĕмре те пулчĕç вĕсем. Вăл е ку ялта вут тухни пирки сигнал килсен, пушар сÿнтермелли мерăсене чи малтан кунта йышăнни, пушарниксем хăватлă техникăпа инкек тухнă вырăна васкавлăн тухса кайни çинчен пĕлчĕç.
Вут-кăварпа яланах асăрхануллă пулмаллине, тимлĕхе çухатсан, вăл пысăк трагедие çаврăнма пултарнине лайăх ăнланчĕç ачасем. "Хĕрлĕ автан" çурт-йĕре, лупас-мунчана тĕп тăвать, хăш чухне çынсене те пурнăçран уйăрать. Çавна май вутпа асăрхануллă пулни питĕ вырăнлă, пурнăç та илемлĕ.