Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш поэзийĕн улăпĕ

02 июля 2011 г.

ЧĂВАШ ХАЛĂХĔН таса чунлă, вичкĕн ăслă ывăлĕ, пысăк талантлă поэчĕ Я.Г.Ухсай çуралнăранпа кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче 100 çул çитет.

Литературăри пархатарлă ĕçĕпе вăл чи сумлă та хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.

Яков Гаврилович – Чăваш халăх поэчĕ (1950 ç.), Чăваш Республикин искусство тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1945), Чăваш Республикин К.В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн (1971) тата Раççей Федерацийĕн М.Горький ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ (1972), Тăван çĕр-шывăн вăрçин пĕрремĕшпе иккĕмĕш степеньлĕ орденĕсен, "Хисеп Палли", Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрь Революцийĕн тата Ленин орденĕсен кавалерĕ. Унăн ятне 1984 çулта Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх кĕнекине кĕртнĕ. Питĕ пултаруллă сăвăç, драматург, куçаруçă, публицист, вĕрентÿçĕ, тĕпчевçĕ хăй пурăннă вăхăтра 52 кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вăл – Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин (1941-1945) паттăр салтакĕ, Чăваш Республикинче йĕркеленнĕ 141-мĕш дивизипе тата Кантемировка танк çарĕпе пĕрле Европăн çур пайне утса тухнă хаçатçă.

Ухсай Яккăвĕ Пушкăртстанри Слакпуç ялĕнче çуралса (1911) ÿснĕ, 1986 çулхи июль уйăхĕнче ăна унтах Кĕслету çине пытарнă. Сăвăç Пишпÿлекре, Ĕпхÿре, Мускавра вĕреннĕ, ĕçленĕ, Патăрьелĕнче, Тĕрлемесре, Чĕмпĕрте ачасене вĕрентнĕ. Шупашкарта, Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче пурăннă.

Я.Г. Ухсай ятне тĕнчери тĕрлĕ энциклопедисене кĕртнĕ. Ун ячĕпе Культура керменĕсем, музейсем, ансамбльсем, кĕтессем, палăксем пур. Пултарулăхĕпе пурнăçне вăтам тата аслă шкулсенче вĕрентеççĕ.

Сăввисемпе сахал мар юрă хывнă, трагедийĕсене театрсем лартаççĕ.

Ухсай Яккăвĕн поэзийĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ, вăл чуна пырса тивекен лирикăпа, халăх ăслăлăхĕпе тата кăмăллă кулăшпа тулнă. Вăл халăх валли ĕмĕр манăçми произведенисем хăварнă. Вĕсем – "Тутимĕр" трагеди, "Ту урлă çул", "Акăшкуль" сăвăлла романсем, "Ачалăхри çăлтăрăм" трилоги, "Кĕлпук мучи" поэма тата ытти нумай-нумай хайлавсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика