Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмана пĕрле упрар!

09 июля 2011 г.

Çанталăк ăшă та типĕ тăнă вăхăтра çынсенчен нумайăшĕ район центрĕн тулашĕнче канма тăрăшать, çавна май дачăна, шыв хĕррине е вăрмана каять. Шел те, чылайăшĕ вăрманта хăйне мĕнле тытмаллине манать, çакна пулах пушар тухма пултарать.

Çынсем вут-çулăмпа асăрханусăр пулнăран июлĕн 4-мĕшĕнче "Шупашкар лесничестви" ПУн Питукассинчи участок лесничествин 60-мĕш кварталĕнче типнĕ çулçă-курăк, мăк таврашĕ çунма пуçланă. Вăрман-пушар служби çав вырăна васкавлăн çитнĕ. "Хĕрлĕ автан" 1 гектар лаптăк çинче алхаснă, ăна çав кунах, вăрман хуçалăхне пысăк сиен кÿме ĕлкĕричченех, сÿнтернĕ. Унта 12 çын, 4 пушар автомашини ĕçленĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пушар хăрушлăхĕн тапхăрне тĕплĕн те туллин хатĕрленнĕ. Çапах та çут çанталăк синкерĕ пĕлтĕрхи пек шар ан кăтарттăр тесе унпа кĕрешес ĕçе ахаль граждансен те хăйсен тÿпине хывмалла. Сÿнтермесĕрех пăрахнă пирус тĕпĕпе шăрпăк; шыв сапмасăр хăварнă кăвайт, кăмрăк, кĕл; вăрман уçланкинче, дачăсемпе сад участокĕсенче çÿп-çапа çунтарни; курăка чĕртсе яни – çакă йăлтах пысăк инкек патне илсе çитерме пултарнине вĕсен яланах асра тытмалла.

"Пурте пĕрле тăрăшса вăй хурсан çеç эпир çак кăткăс та чуна ыраттаракан йывăрлăха татса пама пултаратпăр. Вăрман пирĕн пуянлăх пулни çинчен кашниех илтнĕ те, вуланă та. Эппин, айтăр-ха, ăна пĕрле упрар", – палăртать ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев.

Вăрмана çырла-кăмпа пуçтарма е канас тĕллевпе кайсан та асра тытăр: вăрманăн чи хăрушă тăшманĕ – вут-çулăм, инкексен 95 процентĕнче вăл шăпах этем айăпне пула çунать. Вут-кăвар чи илемлĕ те меллĕ кану вырăнĕсене çунчăка çавăрма пултарать. Çакна палăртар: Республикăри лесничествăсенче тата Вăрман-пушар службин участокĕсенче дежурство (пушар тухас хăрушлăх питĕ пысăк режимпа) йĕркеленĕ. Асăннă служба çумĕнче диспетчер пункчĕ туса хунă, вăл талăкпех ĕçлет. Çапла асăрхаттараççĕ Министерство ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика