Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт лартаççĕ – хăйсен аллипе

09 июля 2011 г.

АНАТ ЧАТКАСРИ Леонид Синелев ялта платник-столяр ăсталăхĕпе палăрса тăрать. Вăл ертсе пыракан ăстасен бригади тăван ялта тата таврари ялсенче эрешлĕ-тĕрĕллĕ вун-вун çурт туса хăпартнă. Мăшăрĕпе, Ираида Петровнăпа, икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ.

– Владиславпа Петя авланнă ĕнтĕ, ача-пăчаллă, – каласа парать кил хуçи. – Олесьăпа Оксана Мускавра ĕçлеççĕ, вĕренеççĕ. Владик хăйĕн çемйипе тăван ялтах тĕпленме ĕмĕтленет. Хамăр урамрах çурт та тăватпăр ĕнтĕ.

Владиславпа унăн мăшăрĕ, Людмила, ялти Чапаев урамĕнче кивĕ çурт (çĕр участокĕпе пĕрле) туяннă иккен. Хăйсем тата ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе 2009 çулта пулас çуртăн никĕсне янă, керамблокран стенисене купаласа хăпартнă. Кăçал вара тăррине кĕрен профнастилпа витнĕ.

– Çурт тума ятарлă бригада тытман – хамăрах ĕçлетпĕр, – калаçăва малалла тăсать Леонид Синелев. – Ывăлăмсемпе пĕрле часах чÿрече блокĕсемпе рамисене вырнаçтаратпăр, алăксем лартатпăр, çурта тулашĕнчен илемлететпĕр.

Строительство ĕçĕсене хăвăртлатас тĕллевпе халĕ Владиславпа Людмила Синелевсем Мускавра ĕçлеççĕ. Çапла, тăрăшсан, çине тăрсан хуть мĕнле йывăрлăх та хыçа юлать, çутă ĕмĕтлĕ шухăшсем чăнлăха куçаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика