09 июля 2011 г.
КĂÇАЛХИ ултă уйăхра районта 21 çынна йытă çыртса суранланине шута илнĕ. Çав шутра Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче - 11 çынна, Карапай Шăмăршăра – 4 çынна, Пуянкассинче - 2 çынна, Васанта, Анат Чаткасра, Палтиелĕнче тата Кивĕ Чукалта 1-ер çынна йытă туланă.
Йытăсене ирĕкре çÿретме юраманни çинчен тата хуçасăр йытăсене пĕтермелли пирки калаçни те, çырни те пулăшмасть. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, çынна йытă çыртнă тĕслĕхсем 1,1 хут ÿснĕ. Ирĕкри йытăсем 21 пуç хур-кăвакала, 9 пуç сурăхпа 4 пуç качакана тата 2 пуç пăрăва туртса çурнă. Чăннипех те хăрушă вĕт-ха, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем! Нивушлĕ ирĕкри йытăсене "çăварлăхлама" вăй çук сирĕн;