Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тинĕс» çийĕн чайкăсем вĕçеççĕ...

09 июля 2011 г.

ПАЛТИЕЛ çывăхĕнчи ытарма çук илемлĕ вăрманта, Хырла çырми çинче çĕкленнĕ водохранилище кăçалхи тулăх çуркунне тата çумăрлă çу кунĕсенче шывпа самаях пуянланчĕ. Иртнĕ уйăхра кунта республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви йĕркеленĕ ятарлă комисси пулнă, шыв калăпăшĕ малтанласа пăхнă виçене – 15 миллион та 800 пин кубометра çитнине палăртнă. Çапла вара, 2012 çулта пирĕн çуртсене темиçе хут тасатса тăрăлтарнă, сывлăхшăн усăллă тăрна куçĕ пек тăрă шыв çитесси пирки иккĕленмелли çук.

"Шăмăршă тинĕсĕ", – тетпĕр эпир пилĕк çухрăма тăсăлакан, икĕ çухрăм сарлакĕш водохранилищĕне. Кунта кам пулса курнă, çав çын чăннипех те хăйне тинĕс хĕррине лекнĕн туйнă пулĕ. Çÿллĕ хумсем çырана пыра-пыра çапаççĕ, шыв çийĕн чайкăсем вĕçеççĕ...

Эпĕ çак "тинĕсĕн" хуçипе – "Гидроресурс" РГУ директорĕпе К.Э.Салиховпа тĕл пулса калаçрăм.

– Эсир пирĕн "тинĕс" тарăнăшне пĕлесшĕн пулĕ-ха; – йăл кулса ыйтрĕ Камил Эсгатович. – 17 метр! Куратăр-и, еплерех тăрă кунти шыв, Атăлпа е урăх пысăк юхан шывпа танлаштараймăн. Çак тасалăха пирĕн упраса пурăнмалла.

К.Э.Салихов кунти пысăк стройкăна çĕклеме мĕн пуçласа вĕçне çитиччен тÿрремĕнех хутшăннă, пĕрремĕш шалçасене те хăй аллипе лартнă. Пĕлтĕрхи июль уйăхĕнче ăна çĕнĕрен йĕркеленнĕ "Гидроресурс" РГУ директорĕ пулма çирĕплетнĕ.

– "Спецстройкоммуникация" ООО тÿрĕ кăмăлтан ĕçлерĕ, – каласа парать директор. – Ĕç калăпăшĕ çав тери пысăкчĕ пулин те, гидросооруженисене палăрнă вăхăтра хута янă. Комисси ĕç пахалăхне пысăк хак пачĕ.

Мĕн пăшăрхантарать-ха паян Камил Эсгатовича; Чи малтан, инкек-синкек пуласран асăрханасси. Çуллахи шăрăх кунсенче водохранилищĕне вун-вун çын килет. Санитари зонинче шыва кĕме юрамасть пулин те, çыранран пуçхĕрлĕ сикекен "хăюллисем" тупăнсах тăраççĕ. Виçĕ хуралçă пурне те асăрхаса ĕлкĕреймесен те пултарать. Енчен те инкек пулас пулсан; Ун пеккинчен Турă сыхлатăр та-ха, анчах юраман çĕрте шыва кĕрес марччĕ.

Водохранилище – кану вырăнĕ мар, унăн тĕллевĕ – халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси. Кунта турист палаткисем лартма та, кăвайт чĕртме те юрамасть. Килсе курма, "тинĕс" илемĕпе киленме, администраци ирĕк парсан, чармаççĕ. Вăлтапа пулă тытакансене те "каçараççĕ". Ан тив, килччĕрех, санитари зонинчен аяккарах çеç тытчĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика