09 июля 2011 г.
Çак истори Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хамăр районта пулса иртнĕ. Тен, хăшĕсем ĕненмĕç те, анчах кунта шухăшласа кăларни, ÿстерсе калани нимĕн те çук.
Сăмахăма кăштах аякран пуçлам-ха. Иртнĕ ĕмĕрти утмăлмĕш çулсенче Шăмăршăри вăтам шкулта ĕç урокĕсен учителĕ пулса И.Спиридонов ĕçлетчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче Иван Алексеевич районти промышленноç комбинатĕнче столяр пулса ĕçленĕ. Питĕ лайăх специалист пулнă вăл. Çакнашкал çынсем тылра та питĕ кирлĕ пулнине шута илсе, ăна фронта яман: ун чухне тыл фронтшăн ĕçленĕ. Комбинат вара ятарлă çар заказĕсене пурнăçланă.
1943 çулта Шăмăрша пĕр моторлă çăмăл самолет анса ларнă. Хĕлле пулнă ку. Пилот Çĕнĕ Шăмăрша çитесшĕн пулнă-мĕн те, анчах çÿллĕ юр кĕртне çийĕнчех асăрхаса ĕлкĕреймен – самолет ун çине пырса тăрăннă. Инкеке тенĕ пек, пропеллер хуçăлса кайнă. Мĕн тумалла;
Летчик районти çар комиссариатне пынă, инкек пирки каласа панă. Комиссар тÿрех промкомбинат директорĕпе çыхăннă, лару-тăрупа паллаштарнă. Тен, пулăшма май пур;
Инкеке лекнĕ летчика пулăшма И.Спиридонов килĕшнĕ. Анчах ĕçĕ – васкавлă: пĕр каçра ĕлкĕрмелле. Столяр тÿрех ĕçе пуçăннă. Ĕçĕ пĕрре те ансат мар: йăнăшрăн – самолет сывлăша çĕкленмессе те е кайран ÿкме те пултарать. Инкек пулсан, вăрçă вăхăтĕнчи саккунпа тÿрех персе вĕлерме е тĕрмене хупма пултараççĕ. Çавах Иван Алексеевич заказа чыслăн пурнăçлать: тепĕр кун, кăнтăрла, йывăç пропеллерлĕ самолет сывлăша çĕкленнĕ, ял çийĕн çуначĕсемпе сулласа темиçе çаврăм тунă та хĕвел анăç енне кайса курăнми пулнă.
Летчика Шăмăршăсем тата Çĕнĕ Шăмăршăсем ахаль ăсатман: ăна, пĕрле пуçтарса, виçĕ михĕ çĕр улми, вăтăр килограмм çăнăх тÿлевсĕрех парса янă.
Летчик вырăна чиперех çитнĕ, çакăн çинчен кайран телеграмма ярса пĕлтернĕ. И.Спиридонов вара çакăншăн ятарлă премие тивĕçнĕ.