Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнтар çынсене, почтальон

09 июля 2011 г.

КОМПЬЮТЕРПА кĕсье телефонĕ аталаннă тапхăрта çынсем пурнăç çине урăхларах пăхма пуçларĕç. Ачаран пуçласа çитĕнни таранах халĕ Интернетпа усă куратпăр. Çĕр-шыври, тĕнчери хыпарсене те ытларах чухне Интернет урлă пĕлетпĕр. Çакна пулах çынсем хаçат-журнал çырăнма пăрахса пыраççĕ. Телефон вара çыру çырма та пăрахтарчĕ. Тĕнчен хăть те хăш кĕтесне те килтен тухмасăрах шăнкăравласа çитме май пур-çке. Питĕ ансат та меллĕ. Уявсенче те пĕр-пĕрин патне открыткăсем ярас вырăнне sмs-çыру кăна çыратпăр. Саламсене вулатпăр та хурататпăр. Открытка вара темиçе çул таранах упранса чĕререн çырнă сăмахсене тепĕр хут вулама май парать.

Пирĕн районта 8 почта уйрăмĕ. Кашниех халăхшăн ĕçлет. Вĕсенче хаçат-журнал çырăнма, электроэнергипе тата газпа усă курнăшăн тÿлеме, ытти çăмăллăхсемпе усă курма пулать.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче ялсенче килсерен 3-4 экземпляр хаçатран сахал çырăнакан пулман та пулĕ. Почтальонсем хул пуççи урлă çакнă сумккисене кĕменнисене аллинчи сумккине хуратчĕç. Унтан та ытларах, сумккăна кĕмен хаçат-журнала почта уйрăмне хăваратчĕç, малтан чиксе тухнисене салатсан вĕсене илме тепĕр хут каятчĕç.

Çапла, ун чухне халăх хаçат-журнал вуланă. Кашни ÿсĕмри çын хăйне килĕшекеннине çырăнса илнĕ. Халĕ вара аран-аран пĕр тĕрлĕ хаçат çырăнтараççĕ почтальонсем. Икĕ-виçĕ хаçат çырăнакансем питĕ сахал.

Районта пурăнакансем патне пурĕ 7 пин ытларах экземпляр тĕрлĕ кăларăм килет. Çав шутра "Шăмăршă хыпарне" кăмăллакансем – 1888 çемье. Район хаçатне хăш çыхăну уйрăмĕ мĕн чухлĕ çырăнтарнине кăтартса хăварас килет: Шăмăршăра – 650 (10 почтальон ĕçлет), Пăчăрлă Пашьелĕнче – 217 (2 ял, 4 почтальон), Палтиелĕнче – 204 (3 ял, 4 почтальон), Пуянкассинче – 195 (3 ял, 2 почтальон), Карапай Шăмăршăра – 180 (2 ял, 2 почтальон), Анат Чаткасра – 170 (2 ял, паççулккасем, 3 почтальон), Кивĕ Чукалта – 115 (2 ял, 2 почтальон), Чукалта – 40 (2 ял, 2 почтальон) экземпляр çырăннă.

Почта тытăмĕнче нумай çул хушши ĕçлекенсем те сахал мар. Акă Кивĕ Чукал çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Анна Лубошнова 40 çула яхăн çынсем патне савăнăç илсе çитерет. Шкул пĕтернĕ хыççăнах ĕçлеме пуçланă вăл. Юратнă ĕçне пăрахма нихăçан та шутламан. Палтиелĕнчи Р.Махмутова 26 çул килĕрен-киле хаçат-журнал, çыру валеçет, Анат Чаткасри Г.Тихонова – 24, Пăчăрлă Пашьелĕнчи А.Корчакова – 22, Пуянкассинчи Г.Васильева – 20, Чукалти Н.Лукьянова – 17 çул хушши ырми-канми тăрăшаççĕ. Ытти почтальонсем те хăйсен ĕçне чун-чĕререн, тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлаççĕ.

Çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕсене асăнса хăварни те пĕрре те ытлашши пулмĕ. Шăмăршăра – В.Краснова, Карапай Шăмăршăра – Г.Григорьева, Палтиелĕнче – О.Михайлова, Анат Чаткасра – Н.Юнкерова, Пуянкассинче – Л.Краснова, Пăчăрлă Пашьелĕнче – Н.Улюкина, Кивĕ Чукалта – Т.Мандрюкова, Чукалта – М.Молостова вăй хураççĕ. Вĕсем пурте çыхăну уйрăмне пынă çынсемпе кăмăллăн калаçаççĕ, ыйтусем çине тĕплĕн хуравласа ăнлантарса параççĕ.

Ыран – Раççей почтин ĕçченĕн кунĕ. Эпир çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсене тата почтăн хисеплĕ ветеранĕсене професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика