Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Этем хитре ĕçĕпе

09 июля 2011 г.

ШĂМĂРШĂРИ аптекăра çын яланах йышлă. Яра куна вун-вун çын пулать кунта. Шур халатлă ĕçченсем кашнинех ăшшăн йышăнаççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Пурте – ырă кăмăллă, тарават. Вĕсенчен пĕри – М.Левендеева.

Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ÿснĕ Мария Петровна. Пыра-киле фармацевт пулас шухăш пулнă-и унăн – çакна вăл хăй çеç пĕлет пулĕ. Çавах та хĕрача, çывăх çыннисем ăнсăртран чирлесе ÿксен, çав тери пăшăрханнă: мĕнпе пулăшмалла, мĕнле эмел памалла; Мĕн тăвăн: чирлĕ çынна куççульпе çеç пулăшаймăн... Тен, çакна шута илсех пуль, Маша малашне хăйĕн пурнăçне фармацевтикăпа çыхăнтарнă.

Медицина пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн 1984 çулта çамрăк специалиста Шăмăршăри аптекăна ĕçлеме янă.

– Питĕ лайăх специалист, – тенĕ Маша пирки ун чухнехи аптека заведующийĕ И.Декаева. – Ăна мĕнле пулсан та Шăмăршăрах хăварма тăрăшасчĕ.

Хĕр вара тăван тăрăхран кайма шутламан та. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртнĕ çапла. Мария Петровна çак хушăра пысăк опыт пухнă, çамрăк специалистсем те унран ăсталăха сахал мар вĕреннĕ.

Пурнăç вăл – пурнăç, унăн – хăйĕн саккунĕсем. Машăн та пĕр хушă Шупашкарти аптекăра ĕçлеме тивнĕ. Пĕрремĕш категориллĕ специалист ют çĕрте нумай тытăнса тăман – чун çуралса ÿснĕ тăрăхах туртнă. Вăл халĕ каллех, темиçе çул ĕнтĕ, Шăмăршăри аптекăра тăрăшать, çынсене хăйĕн ĕçĕпе савăнтарать.

Сăмах май, алă ăсти те М.Левендеева. Тĕрĕ тĕрлет, çăм çиппинчен алса-чăлха çыхать, çĕвĕ çĕлет. Унăн ылтăн аллисем витĕр тухнă кашни япалах чĕрĕ пек. Ун ăсталăхне ăмсанмалли çеç юлать.

Вăтăр çул патнеллех пухăнать Мария Петровнан ĕç стажĕ. Анчах та вăл хăй юратнă ĕçĕнчен уйрăлма шутламасть.

Çак кунсенче М.Левендеева хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Хĕрарăмран вăл миçе çула çитнине ыйтмаççĕ – ĕмĕрех çамрăк, сывлăхлă пултăрчĕ вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика