09 июля 2011 г.
ИРТНĔ шăмат кун Шупашкарта, хула 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен паркра Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски тата Шăмăршă районĕсенчи ентешлĕхсен Акатуйĕ пулнă. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.А. Михайловский хутшăннă.
Наци уявĕн программи анлă та пуян: фольклор коллективĕсемпе уйрăм артистсен юрри-ташши, спорт ăмăртăвĕсем, ĕçпе чапа тухнă ентешсене чысласси...
"Акатуй халăхсен туслăхĕн çутă тĕслĕхĕ пулса тăрать, – тенĕ пирĕн корреспондента Шăмăршăсен "Хĕрлĕ вăрман" ентешлĕхĕн ертÿçи Анатолий Ухтияров. – Çак уяв çынсене пурăнма, ĕçлеме, çĕр-шыва юратма хавхалантарать. Ентешлĕхсен Акатуйне çитес çул та ирттеретпĕрех".