09 июля 2011 г.
ШĂМĂРШĂРИ "Аленушка" ача сачĕнче ĕçлекенсем, М.В. Абсалямова заведующи ертсе пынипе, çак кунсенче учрежденире юсав ĕçĕсене туса ирттерчĕç. Вĕсем пÿлĕмсене, коридорсене сăрласа илемлетрĕç. Ача садне сăрлама пĕчĕккисен ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ те хутшăнчĕç. Акă ачасен вăтам ушкăнĕн вĕренÿпе кану пÿлĕмне капăрлатас ĕçре пĕчĕккисен амăшĕсем – Любовь Степанова, Оксана Русская, Наталья Воробьева, Оксана Еремеева тата кукамăшĕсем – Зинаида Титова, Надежда Кузьмина, Людмила Кондратьева хастар ĕçлерĕç. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнерпе графика факультечĕн выпускници, çÿлерех асăннă Любовь Николаевна пÿлĕмĕн пĕр стени çине хăйĕн сăррисемпех ача-пăча пейзажне те ÿкерчĕ. Çак ÿкерчĕк халĕ пÿлĕме илем кÿрсе тăрать.