Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх çанталăк ылтăн пек хаклă

06 июля 2011 г.

"ПАЯН утă тата сенаж хатĕрлесси ялта чи çивĕч ыйту шутланать, – палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н. Никифоров тунти кун иртнĕ анлă канашлура. – Хĕвеллĕ кун ылтăн пек хаклă. Пĕлтĕрхи пек выльăх çимисĕр юлас мар тесен, уяр çанталăкра пурин те яваплăха çирĕп туйса ĕçлемелле".

Канашлура цифрăсем те илсе кăтартрĕç: "Восход" СХПК хальлĕхе 150 тонна утă, 220 тонна сенаж, "Искра" СХПК 200 тонна, "Мир" ЗАО 100 тонна, "Карлинская" Агрофирма" ЗАО 50 тонна утă, "Исток" ООО 80 тонна утăпа 1300 тонна сенаж, "Агродор" ООО 40 тонна, "Агросервис" ООО 15 тонна, Сатеевăн фермер хуçалăхĕ 50 тонна утă хатĕрленĕ. А.Сатеев фермер сенаж хывма та пуçăннă.

Ĕç хăвăртлăхне чакарма юрамасть, нумай çул ÿсекен курăксене çулнă хыççăн пĕр çул ÿсекеннисене те пуçтарса кĕртмелле. Район администрацийĕ çулталăк çурăлăх выльăх апачĕ хатĕрлеме задача лартнине пур хуçалăхăн та пĕр пăркаланмасăр пурнăçламалла.

Канашлура вырма тапхăрне хатĕрленес ĕçсене хăвăртлатмалли, çуртсене хĕллехи тапхăрта хутса ăшăтмалли сезона тĕплĕнрех хатĕрленмелли çинчен те çивĕч калаçу пычĕ, промышленноç предприятийĕсем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта мĕнле ĕçленин кăтартăвĕсене те тишкерсе тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика