06 июля 2011 г.
ШĂРĂХ! Тимĕр çумне перĕнсен алла пĕçертсе илет.
– Утă вăхăтĕнче шăпах çакăн пек çанталăк кирлĕ те, – терĕç "Мир" ЗАО механизаторĕсем. – Çумăр çуни йăлăхтарсах çитерчĕ, пур япала та виçеллĕ пулмалла.
Нумай çул ÿсекен курăксене çулнă çĕрте роторлă косилкăсемпе М.Ибрагимовпа М.Фахрутдинов механизаторсем ĕçлеççĕ. Утта М.Невметов тюксене çыхăлать, автомашинăсем çине З.Кочуров КУН-10 агрегатпа тиесе тăрать. В.Пайминпа Ф.Куропаткин водительсем выльăх апатне склада турттараççĕ. Утта виçе витĕр кăларса упрама хураççĕ.
– Хальлĕхе 100 тонна ытла паха утă хатĕрлерĕмĕр, – терĕ хуçалăх ертÿçи З.Афиятуллов. - Уяр çанталăкпа туллин усă курма тăрăшатпăр.
– Сенаж хатĕрлесшĕн мар-и; – ыйтрăмăр хуçаран.
– Май пур чух утă ытларах хатĕрлесчĕ-ха, – пĕлтерчĕ З.Афиятуллов. – Паллах, силос та хыватпăр – ун валли 40 гектар куккурус хÿхĕм çитĕнет.