Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăпатан кантри, япалан йĕрки пулмалла

06 июля 2011 г.

ЮЛАШКИ вăхăтра çамрăксем "çĕнĕ" йĕркепе пурăнма тытăнчĕç: тĕл пулаççĕ, паллашаççĕ, туйăмсене тĕрĕслеме... пĕр йăвара тĕпленеççĕ. Çамрăк мăшăрсем ĕлĕкхи пек ЗАГСа кайса хутшăнăвĕсене саккунпа çирĕплетме хыпăнмаççĕ.

Паян пĕринпе, çур çултан тепринпе, çулталăкран виççĕмĕшпе "юрату вăййи" вылянă хыççăн "характерсем пĕр килмерĕç" тесе кам ăçталла пĕлет çавăнталла уйрăлса каяççĕ. Хут уйăрттармасăр пурăнни çак енчен аван ĕнтĕ. Мăшăр умĕнче яваплă мар, хирти çил пек ирĕклĕ, чараксăр...

Анчах çырăнмасăр пурăннин киревсĕр енĕ – вун-вун. Вĕсем кĕтÿç пушши пек кĕтмен чух "шартлатма" пултараççĕ. Акă тĕслĕхрен, хут уйăрттарман çемьери çынсен хушамачĕ расна пулни. Пепке çуралсан ашшĕ ăна хăйĕнне парать. Ÿсерехпе ачана амăшĕн хушамачĕ унăнни пек пулманни тĕлĕнтерме пуçлать. Вăл кун пирки ыйтатех. Ун чухне мĕн хуравлĕ мăшăр; Хушамат тĕрлĕ пулни ачана садике е шкула вырнаçтарнă чухне йывăрлăхсем кăларса тăратать.

Тата... Мăшăрĕпе çырăнмасăр пурăнакан хĕрарăм пĕччен амăшĕ пулса тăрас "шанчăк" питĕ пысăк. Пирĕн арçынсем яваплăхран шуйттанран хăранă пек хăраççĕ. Çемьере çĕнĕ çын çурални шиклĕх туйăмĕ вăратать. Çавăнпа-тăр арçын пепкине çеç мар, амăшне те "паллами" пулать. Кун пек чухне ашшĕне генетика экспертизи çеç палăртма пултарать.

Хут уйăрттарсан ансатрах. Ача çурални çинчен калакан свидетельствăра "ашшĕ ячĕ" йĕркене хĕрарăмăн мăшăрне тÿрех çырса хураççĕ. Никама та нимĕн те ĕнентермелле мар.

Арçынпа хĕрарăм пĕрле тулăх пурнăç тума, ача-пăча ÿстерме ĕмĕтленсе пĕрлешеççĕ. Анчах пурнăç урапи тикĕс чупнă вăхăтрах çапăнса арканма пултарать. Пĕрле пухнă пурлăха пайлама пуçласан ЗАГСра çырăнман упăшкипе арăмĕн вун-вун чăрмав сиксе тухать. Тĕслĕхрен: пĕрле туяннă хваттере, мăшăрсенчен пĕрин çине кăна çырнăскере, мĕнле пайламалла; Кÿршĕ-аршă, тăванĕсем "хваттере пĕрле илнĕ" тесе ĕнентерни те пулăшаймĕ кун пек чухне. Саккунпа килĕшÿллĕн пĕри нимсĕрех тăрса юлать.

Пĕрле пулма пилленĕ мăшăрсем ваттисен йăли-йĕркипе пĕрлешсе пурăнсан аванрах. Çăпатан кантри, япалан йĕрки пулмалла тенĕ пекех. Килĕштерсе, пĕрне пĕри ăнланса пурăнакан арçынпа хĕрарăма ял-йыш та, тăван-пĕтен те хисеплет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика