Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Матюк аппа

06 июля 2011 г.

САККĂРМĔШ теçеткепе пырать Çĕнĕ Чукалти М.Угарина. Мĕн кăна курман-ши, тÿсмен-ши вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче; Кун пеккине вăл халĕ никама та сунмасть.

Аслă Отечествăлла вăрçă пуçлансан Матрена шăпах çичĕ класс пĕтернĕ. Малалла вĕренме ăçта каймалла; Кун пирки шутламалли те çук.

Ашшĕне вăрçа илсе кайсан амăшĕ килте тăватă ачапа тăрса юлнă. Каярах Матренăн аслă тетĕшне те фронта ăсатаççĕ. Ирĕксĕрех ĕçе кÿлĕнме тивнĕ хĕр ачан. Арçын ĕçĕнче те пилĕк авса тар юхтарнă вăл: вăрман та каснă, сухаласа тырă та акнă, пухса кĕртнĕ. Килте те алă усса ларма тивмен.

– Вăрманта ĕçлеме уйрăмах йывăрччĕ, – аса илет халĕ Матюк аппа. – Çамрăк хĕрсем капмар йывăçсене алă пăчкипе касса йăвантараттăмăр, туратсене иртсе сыпăлаттăмăр... Халĕ те тĕлĕнетĕп: мĕнле чăтнă-ши эпир; Вăрмантах пурăнаттăмăр. Кĕреçепе мĕн чухлĕ çĕр чавман-ши тата;

Нимĕн те тăваймăн: вăхăчĕ çапла пулнă ун чух, вăрçă никама та шеллесе, хĕрхенсе тăман.

1949 çулта Матрена Михайловна качча тухса çемье çавăрнă, мăшăрĕпе пĕрле тăван колхозра вăй хунă. Килте те выльăх-чĕрлĕх усранă, анкартине те пушă вырттарман.

Матюк аппа мăшăрĕпе ултă ача çуратса ÿстернĕ. Шел, пĕри ытла та çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Ыттисем вара пурте пурнăç çулĕ çине тухнă, хăйсен вырăнĕсене тупнă.

М.Угарина – тылпа ĕç ветеранĕ. Халĕ те сывлăхпа пурăнать-ха вăл, çынсемпе хутшăнма юратать, кил хушшинче те аллисене усса лармасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика