Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнар

06 июля 2011 г.

Чăвашăн ĕлĕкренех çакăн пек ырă йăла пур: çемьери кĕçĕн ывăлăн ашшĕ-амăшне ватлăх кунĕнче пăхмалла. Çакă сăваплă ĕç шутланать. Тăван çурта хупăнма паманни, йăх тымарне татманни ял çыннишĕн палăрмаллах витĕмлĕ пулăм. Мĕн авалтан ачисем ашшĕ-амăшĕн сăмахĕсене тăнласа, ăша хывса пурăннă, ватăсен сăмахĕнчен иртмен.

Самана улшăнчĕ. Ялти пурнăç çамрăксене килĕшми пулчĕ. Çĕр çинче ĕçлесси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пархатарсăр та кирлĕ мар ĕç пулса тăчĕ. Çемье çавăрнă çамрăксем ашшĕ-амăшĕпе пĕр килте пурăнасси те хыçа юлчĕ. Çĕнĕ мăшăр ирĕкре вĕçме ăнтăлать, епле пулсан та уйрăм пурăнма тăрăшать.

Наташăпа Коля пĕр çемье чăмăртанă чухне Михаля тетепе Нина аппа вăй питти çынсемччĕ-ха. Кил таврашĕнчи ĕçсене хăйсем тирпейлесе, пуçтарса тăратчĕç. Выльăх-чĕрлĕхне те йышлă тытатчĕç, пахча çимĕçне те туса илетчĕç. Ывăлĕ мăшăрĕпе хулана каяссине пĕлтерсен хирĕçлемерĕç, хальлĕхе пурăнма хамăрах вăй çитеретпĕр терĕç. Ватăла пуçласан ывăлĕпе кинĕ яла таврăнасса шанчĕç. Çулсем сисĕнмесĕр пĕрин хыççăн тепри иртрĕç. Михаля тете те пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Пенсие тухнă Нина аппа хăтлă çуртра пĕчченех пурăнма пуçларĕ. Кольăпа Наташа тата вĕсен икĕ ывăлĕ яла таврăнма шутламарĕç. Ывăлне ватăлса пыракан амăшĕн пурнăçĕ хумхантармарĕ, шухăшлаттармарĕ. Текех ывăлĕ яла таврăнмассине питĕ лайăх ăнланать Нина аппа. Пурнăçĕнчи юлашки çулсене пĕчченех ирттермеллине чухлать.

Анук аппан вара кун-çулĕ пачах та урăхла çаврăнса тухрĕ. Унăн, мăшăрĕнчен çамрăклах пĕччен тăрса юлнăскерĕн, килĕнчен тухса кайма тиврĕ. Ывăлĕпе кинĕшĕн кермен пек çуртра ун валли пĕр кĕтес тупăнмарĕ. Ачисене пĕчченех çитĕнтерсе, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕ, асаппа тертне нумай курчĕ. Мăшăрĕ вилсен, чунĕ тăвăлса çитнĕ чухне, масар çине кайса Иван тетен вил тăприйĕ çине выртса йĕчĕ, тĕпренчĕкĕсене çын шутне кăларма вăй-хăват ыйтрĕ, чун ыратăвне куççуль витĕр кăларчĕ. Хуçăлмарĕ вăл, ĕçке те ярăнмарĕ, ĕçлерĕ, ачисене çын турĕ. Ватлăх кунĕнче вара, çак вăхăталла ывăлĕпе кинĕн хăйсен те пенсие тухмалли çулĕсем çитсе пыратчĕç, Анук аппа пÿрт алăкне хупса тухса кайрĕ.

Ывăлĕпе кинĕн, пенсире ĕнтĕ вĕсем, ачисем те ялта тĕпленсе пурăнас шухăшлă пулмарĕç. Çăмăл пурнăç шыраса тăван килтен тухса тарчĕç. Вĕсем çемьеллĕ ĕнтĕ. Анчах ашшĕ-амăшĕ патне килсе пулăшма васкамаççĕ, хура ĕçпе аппаланса вараланасран шикленеççĕ пулас. Паян ватă амăшне килĕнчен кăларса янă ывăлĕпе кинĕ иккĕшех кил таврашĕнчи ĕçсене пурнăçлаççĕ-ха, вăй çитереççĕ. Анчах та вăй-хал çулран-çул чакса пырать. Вĕсене кайран хăйсен тĕпренчĕкĕсем килсе пăхĕç-ши; "Ватта сума сăвакан хăй те ырă куракан", – тесе калакан ваттисен сăмахĕ вĕсемшĕн тепĕр майлă килсе тухмĕ-ши;

Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене пăхса çитĕнтерет, çын тăвать. Вĕсем ватăлсан вара пурнăç парнеленĕ çынсене ачисен пăхма черет çитет. Пурнăçăн саккунĕ çапларах. Этемĕн пĕр-пĕрне пăхса, пулăшса пурăнмалла, ырă ырăпах таврăнать тенине нихăçан та манса каймалла мар. Çамрăк чухне эпир пурте харсăр та маттур, анчах ватлăх кунĕ пурне те кĕтсе илет. Малашнехи пурнăç мĕнлерех килсе тухассине те никам та пĕлсе хураймасть. Çавăнпа та ачисен ашшĕ-амăшне хисеплеме, пулăшма манмалла мар. Çĕр çинче пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика