Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сан сăнару ĕмĕр асра

06 июля 2011 г.

Этем вилсессĕн, мĕн, юлать;

Сума суни тата ыр ят.

Ĕçченлĕх, вашаватлăх, пархатар,

Сан умăнта пуçа таяр...

ИЮЛĔН 4-мĕшĕнче Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕ, ырă кăмăллă тете, асатте, кукаçей, çарти запасри капитан, ыр кăмăллă юлташ, пысăк чунлă çын, чăн-чăн чăваш арĕ П.Н. Амосов пурнăçран уйрăлса кайнăранпа 40 кун çитрĕ. Чăнах та, пĕрре те ĕненес килмест çак çын пирĕнтен уйрăлса кайнине. Унăн пурнăçĕ – чăнах та метеор пек пулчĕ: ялт çутатса илчĕ те - ытла та ир сÿнсе ларчĕ.

Тăван яла килсессĕн те ăш-пиллĕ, ыр кăмăллăччĕ Петр Николаевич. Хăйĕн автомашинине чарса, пысăккипе те, вĕтĕр-шакăрпа та калаçатчĕ, сывлăх пирки ыйтса пĕлетчĕ, йывăр чухне пулăшу паратчĕ. Çĕр-шывăмăрăн тĕп хулинче – Мускавра суту-илÿре 10 çула яхăн ĕçленĕскер, тăван яла чылай спонсор пулăшăвĕ пачĕ. Пĕр-пĕр уяв е мероприяти – укçа-тенкĕпе ялан пулăшнă, вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене яланах сума сунă, хăй те çарта службăра тăнă май, вĕсемпе нихçан та çыхăну çухатман. Шел, 63 çултах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ вăл. Яланах васкатчĕ, вилĕмрен нихçан та хăраманскер, чĕре чирне çĕнеймерĕ.

Петр Николаевич Амосов июнĕн 15-мĕшĕнче, 1949 çулта Карапай Шăмăршă ялĕнче кун çути курнă. Тăван ялта 8 класс пĕтернĕ. Мал ĕмĕтлĕ яш пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнма ĕмĕтленнĕ, çар службине – пограничниксен çарне Кунашир утравĕ çине лекет (1969-1970 çулсем), çав вăхăтрах Алма-Атари аслă çар училищинче пĕлÿ пухать. Чăваш каччи хăйне чи лайăх енчен çеç кăтартать, çарта та вăл чи пултаруллисен ретĕнче пулнă, карапайшăмăршăсен ятне чи çÿллĕ шайра тытать. 10 çул çарта ирттерет, сывлăх хавшанине пула капитан званийĕпе заппаса тухать. Пултаруллă капитанăн кăкăрне чылай медаль илемлетнĕ... Çар службинчен кайсассăн, 1981-1985 çулсенче геологи разведкин службинче механикра тăрăшать, ун хыççăн 5 çул вăрман комбиначĕн директорĕн çумĕнче вăй хунă, кайран вара 10 çул Сахалинта, хăй пурăннă çĕрте суту-илÿ ĕçĕпе тăрăшнă, 2000-2011 çулсенче - Мускавран Сахалина тавар (торг представителĕ пулнă) ăсатса тăнă. Пултаруллă та ĕçчен Петр Николаевич Амосовран пĕлĕшĕсем тĕлĕнсе тăнă: ĕçчен те ыр кăмăллă чăваш арĕ ĕçре вĕресе тăнă, яланах çынна пулăшма тăрăшнă, нихăçан та хăр-хар калаçман, ашшĕ-амăшĕ ăна çынна сума сума вĕрентнĕ, çакна мĕн пĕчĕкрен ăша хывнă вăл. Мĕн виличчен ватăпа ватăлла пулнă, çамрăксемпе – яш-кĕрĕм пек. Пурнăç кустăрми ялан пĕр пек чупмасть. Чĕре чирне те пăхман вăл, яланах пурнăçра ыр ĕçсем тума васканă. Çавна пула унăн чĕри хавшанă та ĕнтĕ. Каçар пире, Петр Николаевич! Сана эпир упраймарăмăр, сан сăнару яланах ĕмĕр-ĕмĕр асра пулĕ...

Эс хĕрĕх кун çук пирĕнпе,

Çакна пит йывăр ĕненме...

Упрайманшăн, каçар пире,

Эс çĕнеймерĕн вĕт чире.

Сан сăнару халь юлĕ ĕмĕре,

Сана тăван ялта нихçан та манмĕç.

Мĕн чуль вăй-хал иккен вăл этемре!

Масар çинче эс тупрăн канăç.

Йывăр тăпру çăмăл пултăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика