Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн пани сăваплă та пархатарлă

06 июля 2011 г.

Юн пани организмшăн сиенлĕ мар-и; Донорсене çăмăллăх параççĕ-и?

С.ПЕТРОВ.

Юн пани сывлăха сиен кÿрет тени чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Пачах урăхла, çакă организмшăн усăллă та – ăна хăй тĕллĕн çĕнелсе тăма хистет. Çапла вара çыннăн кăмăл-туйăмĕ çĕкленет. Тăтăшах юн пани чĕрепе тымарсен тытăмĕн чирĕсенчен, пухăнса пыракан амакран – атеросклерозран, подагрăран, пĕвер япăх ĕçлеме тытăннинчен – асăрханма пулăшать. Ку çеç-и; Инкек-синкекре йывăр аманас тăк – донор чĕрĕ юлас шанчăк пысăкрах, мĕншĕн тесен вăл юн çухатма хăнăхса çитнĕ.

Донаци хыççăн тепĕр талăкранах организм çухатнă шыв виçи, 2-3 эрнерен юнри клетка тытăмĕ йĕркеленсе çитеççĕ.

Раççей донорĕсен 8: тăтăшах юн парать. Вĕсен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Сăваплă юхăма хăйсен тÿпине хывма кăмăл тунисен 10: медицинăн тĕрлĕ кăтартăвне пула унта хутшăнаймасть. Донорлăх сиенсĕрлĕхĕн тепĕр шанăçĕ – пĕр хут усă курмалли инструментсем пулни.

Юн е унăн компоненчĕсене илнĕ кун ĕçрен хăтарнăшăн вăтам шалу тÿлеççĕ, çав вăхăтра ăна тÿлевсĕр апат çитереççĕ. Донаци хыççăн донор тепĕр кану кунĕ илме тивĕç (уншăн вăтам шалу сыхланса юлать), ăна вăл черетлĕ отпуск çумне хушма е кирек хăш вăхăтра илме пултарать. Çулталăкра икĕ хут е ытларах юн паракан кирек епле чирпе чирлесе вăхăтлăх ĕçлейми пулсан стажа пăхмасăр çав çулта шалăвăн тулли виçи чухлĕ пособи тÿлеççĕ; ĕçленĕ е вĕреннĕ вырăнта санаторипе курорт сиплевĕн çăмăллăхлă путевкипе чи малтан тивĕçтереççĕ. 40 хут е ытларах юн, 60 хут е ытларах плазма тÿлевсĕр панă граждансене "Раççейĕн хисеплĕ донорĕ" паллăпа чыслаççĕ тата вĕсене çуллен укçа тÿлевĕпе тивĕçтереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика