06 июля 2011 г.
ТЕРРОРИЗМШĂН нимĕнле чикĕ те çук. Вăл тĕне те, нацисене те, çĕр-шывсене те шеллемест. Çынсене, обществăна хăратасси, пусмăрласси унăн тĕллевĕ. Çавăнпа террора хирĕç тăма, тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле.
Енчен те эсир хваттерте террорла акт çинчен информаци илтрĕр пулсан, сирĕн мĕн тумалла; Паллах, вут-çулăм кăларма пултаракан япаласене (сăрăсене, лаксене, бензина) пухса хурăр, чÿречесем çинчи чечек савăчĕсене урайне антарăр, газ пăрăхĕсене хупăр, çунакан кăмакасене, каминсене сÿнтерĕр, çутмалли хатĕрсене, сăмахран, хунарсене хатĕрлесе хурăр. Çавăн пекех медикаментсен, апат-çимĕç, ĕçмелли шыв запасĕсене хатĕрлени те вырăнлă. Чÿречесене шторăсемпе хуплăр, обществăлла вырăнсене тухассине, транспортпа çÿрессине чакарăр, ачасене, ваттисене психологи пулăшăвĕ парăр.
Эвакуаци çинчен хыпар илтрĕр пулсан, лăпкă пулăр. Кирлĕ документсене, укçа-тенке, хаклă япаласене илсе, çутта сÿнтерсе, газа, шыва чарса, алăксене питĕрсе йĕркеллĕ урама тухăр. Хваттере каялла яваплă çынсем ирĕк парсан çеç таврăнмалла.
Час-часах обществăлла вырăнсенче взрывсем пулнине те илтетпĕр. Енчен те хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан, милици уйрăмне, учреждени е организаци ертÿçине пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма юрамасть. Çакăн пирки иртен-çÿрене те пĕлтермелле. Уйрăмах карас телефонĕпе, радиоçыхăну хатĕрĕсемпе усă курма юрамасть. Милици сотрудникĕ киличчен пăрахса ан кайăр.
Енчен те эсир взрыв зонине лексен, айккинелле пăрăнăр, ыттисене пулăшу парăр.
Хăш-пĕр чухне çурт ишĕлчĕкĕсем айне пулма пултаратăр. Чи малтанах, хăвăра лăпкă тытăр, сывлăр, шанчăка ан çухатăр, сас парса хăвăр пуррине пĕлтерĕр. Пулăшу пулатех.