16 июля 2011 г.
ИЮЛĔН 10-мĕшĕнче, çĕрле 11 сехетре, Шăмăршăри пушар чаçне Улмаллăран шăнкăрав çитнĕ: ялти çурта вут хыпса илнĕ...
Пушар чаçĕнчен ятарлă автомашина 2 минутранах çула тухнă. Кăшт вăхăт иртсен, вут кÿршĕсем çине те сиксе ÿкес хăрушлăх тухса тăнă май, пушарниксем тепĕр автомашинăна та хускатнă, инкек тухнă вырăна вĕçтернĕ. Пушарниксем Улмаллăри пушар пирки кÿршĕри Çĕпрелсене те систернĕ, пулăшу ыйтнă.
Пушарниксем пĕрлехи вăйпа ("Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн Пăчăрлă Пашьелĕнчи пушарпа хими станцийĕн пушарникĕсем инкек тухнă вырăна чи малтан çитнĕ) вут-çулăма кÿршĕсем еннелле сиксе ÿкме паман. Шел, инкек тухнă çурт-йĕрпе лупассисем йăлтах çунса кĕлленнĕ. Пахчари мунчана çăлса хăварнă-хăварнах.
Районти надзор ĕçĕн уйрăмĕн сотрудникĕсем çак инкек сăлтавне тĕплĕн тишкернĕ.
– Улмаллăри пĕччен пурăнакан ватă пенсионер хăйĕн кил-çуртĕнчи электропроводкăна 1967 çултанпа – çав çул района электрификациленĕ пулнă – пĕрре те ылмаштарман, – терĕ уйрăм начальникĕ, шалти служба майорĕ Андрей Бородов. – Проводкăна кашни 10-12 çулта çĕннипе ылмаштарса тăмалла. Кунта вара 44 çул (!) проводка патне çын алли перĕнмен. Электричество çути, хуçи каланă тăрăх, маларах хăй тĕллĕнех сÿне-сÿне ларкаланă иккен, анчах районти электричество сетьĕн службине кун пирки пĕлтермен, пулăшу ыйтман. Пысăк инкек сăлтавĕ – тимсĕрлĕх. Çĕрле, хуçи малти пÿлĕмре çывăрнă вăхăтра, кайринче кĕске замыкание пула вут тухнă...
Çак каç пенсионерăн Ульяновскран хăнана килнĕ мăнукĕ хăйĕн юлташĕпе пĕрле урамра уçăлса çÿренĕ иккен. Аслашшĕн çурчĕн кайри пÿлĕмĕн чÿречинче çутă ялкăшнине курсан пÿртелле ыткăннă, тăванне вăратса чÿречерен кăларнă...
Районти надзор ĕçĕн служби граждансене çакна асăрхаттарать: кил-çуртри кивĕ проводкăна пĕр тăхтаса тăмасăр çĕннипе ылмаштармалла. Электромонтаж ĕçĕсене ятарласа вĕреннĕ электриксене кăна явăçтармалла. Лупасайĕнчи, витери лампочкăсене плафонта тытмалла. Электроприборсене вилкăран кăларма манмалла мар. Кил-çурта питĕрсе тухса каяс умĕн розеткăсене тепĕр хут пăхса çаврăнмалла, лампочкăсене сÿнтермелле.
Пушарсен 80 проценчĕ электрохуçалăхра хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманнипе çыхăннă.
Халĕ ачасем – каникулта. Пĕчĕккисем алла шăрпăк тытасран (ăна ача алли çитмелле мар вырăна хумалла), вĕсем картишĕнче, лупас-вите хыçĕнче кăвайт чĕртесрен сыхланмалла. Ачасене пушар тухасран асăрхаттарсах тăмалла. Кун пек чухне кил-çуртра инкек курмăпăр.