16 июля 2011 г.
ЧУКАЛ ял поселенийĕн администрацине кĕрсен, килти хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх тытакан çемьене асăнма ыйтрăм.
– Кунта чи малтанах Ильичевсене палăртмалла, – терĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов. – Ĕçчен çемье хальхи вăхăтра йышлă выльăх-чĕрлĕх валли хĕрсех утă хатĕрлет. Хăйсен ГАЗ-53 автомашинипе тин çеç утă тиесе аннине куртăм. Ильичевсемпе хăйсемпе те тĕл пулса калаçма пулать.
Николай Александрович тата унăн мăшăрĕ, Нина Петровна пире кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Шултра мăйракаллă йышлă выльăха курсан эпĕ, паллах, тĕлĕнтĕм.
– Эпир савăнакан тăватă ĕне икĕ вăкăр, пĕр пăру, виçĕ сысна усратпăр,– терĕ кил хуçи арăмĕ Нина Петровна. – Предпринимателе куллен хĕрĕх литра яхăн сĕт сутатпăр. Кĕркунне вăкăрсене тата пĕр сыснана какая ăсататпăр. Тăрăшнине кура укçа-тенкĕ те пухăнать ĕнтĕ.
Йышлă ĕне выльăх валли, паллах, утă та нумай кирлĕ. Курăк кăçал ял йĕри-таврашĕнче парка ÿсет. Çавна май Ильичевсем халĕ куллен утçинче. Хĕрÿ ĕçре ачисем те пулăшаççĕ.