Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килте пуçтарнă техникăпа – утçине

16 июля 2011 г.

РЕДАКЦИ заданийĕпе район тăрăх кайма тухсан Ярăслава çитеспе, çул хĕрринче, арçынпа хĕрарăм тата икĕ хĕр тăрăшсах трактор тележки çине утă тиенине куртăмăр. Тракторĕ вара... килте ăсталанăскер иккен.

Чарăнса тăрсах кил хуçипе паллашрăмăр. Ярăславри Федор Хайлов, Шăмăршăри газ участокĕнче слесарьте ĕçлекенскер, хăй аллипех пуçтарнă-мĕн çак кустăрмаллă транспорта.

– 10 çула яхăн такăрлатать ĕнтĕ манăн "хурçă утăм" Ярăслав таврашĕнчи çул-йĕре, – кăмăллăн калаçрĕ пирĕнпе 45-ри арçын. – Мини-тракторăн "чĕри" – ЗИД-4,5 двигатель. Кайри кустăрмасем – ГАЗ-51 автомашинăн, малтисем – "Жигулин". Икĕ кустăрмаллă тележкăпа пĕр тонна груз турттарса кайма пулать. Халĕ, утçи тапхăрĕнче, хамăрăн транспортпа анлăн усă куратпăр.

Малалла кил хуçин мăшăрĕпе, Галина Владимировнăпа, калаçу пуçартăмăр, кил хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх пирки ыйтса пĕлтĕмĕр. Ĕçчен çемьен картишĕнче – ĕне, вăкăр, икĕ сысна, йышлă чăх-чĕп. Хайловсем çуллен вăкăрпа сысна самăртса сутаççĕ. Кунсăр пуçне кашни кунах предпринимателе сĕт сутса çемье бюджетне хушма укçа хываççĕ. Çемье хурт-хăмăр çемйисене те тытать. Пыл сутни те çемьене сисĕмлĕ пулăшу парать.

Хайловсен – виçĕ хĕр. Асли, Марина, Мускаври авто çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренет. Вăл 4 курс пĕтернĕ. Ольăпа Оксана Шупашкарти медицина училищинче фармацевт специальноçне илеççĕ. Халĕ вĕсем каникулта, ашшĕпе амăшне утă хатĕрлеме пулăшаççĕ.

Ĕçчен çемье килти пахчара тухăçлă çĕр улми, чĕкĕнтĕр, тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерет. Килти хушма хуçалăхра тăрăшса ĕçлени Хайловсене хăйсен ачисене вĕрентсе тивĕçлĕ професси илессинче те, хуçалăха малалла тĕреклетессинче те курăмлă пулăшу парса тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика