Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе – 50 çул

16 июля 2011 г.

ШĂМĂРШĂРИ Гавриил Ивановичпа Нина Александровна Сабановсем пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе шăпах 50 çул çитрĕ. Туслă çемье историйĕ 1961 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче пуçланнă. Кил хуçи, Г.Сабанов, ĕмĕр тăршшĕпех, пенсие тухичченех, водительте тăрăшнă. Хăйĕн "ГАЗ" автомашинипе вăл миçе пин километр рейссем тунине никам та шутласа кăлараймĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсенче хальхи пек асфальт çулсем те пулман. Витререн тăкнă пек çумăр шăпăртатать-и, куç курми çил-тăман çавăрттарать-и – ĕçчен те пултаруллă водитель рейса тухнă.

Нина Александровна районти çыхăну уйрăмĕнче операторта вăй хунă. Чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ вăл, çынсемпе сăпайлă пулнă.

Çак кунсенче юбилярсене килĕнче сумлăн чысларĕç. Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Л.Портнова, ЗАГС пайĕн начальникĕ Е.Федорова, Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ Д.Трофимов хисеплĕ ĕç ветеранĕсене - Сабановсене – ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Гавриил Ивановичпа Нина Александровнăна 4 ачипе 4 мăнукĕ те чунтан тухакан ăшă сăмахсем каларĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика