16 июля 2011 г.
ШĂМĂРШĂРИ ача-пăча искусстви шкулĕнче вĕренекен, Саманта Смит ячĕллĕ интернационалла туслăх клубĕн членĕ Вася Иванов çак кунсенче Польшăри Краков хулинче иртнĕ "Раççей асамат кĕперĕ" фестивале хутшăннă.
Васьăна çак фестивале Владимир хулинчи "Мир çурчĕ" обществăлла организаци тата "Владимирти Евро-клуб" çамрăксен организацийĕ йыхравланă. Пĕр эрне хушшинче Вася Прага, Братислава, Краков хулисенчи паллă вырăнсемпе паллашнă, "Краковяк" ташă фестивалĕнче пулни те нумайлăха асра юлĕ.