20 июля 2011 г.
ШĂМĂРШĂРА «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕ ĕçлеме пуçланăранпа çулталăк çитмен-ха. Çак кĕске вăхăт хушшинче унăн алăкне уçса кĕрекенсен, хăйсен сывлăхне çирĕплетес текенсен йышĕ кунран-кун ÿссе пырать. Ахăртнех район çыннисем физкультурăпа спорт сывлăх çăл-куçĕ пулнине ăнланма пуçларĕç. Шкул ачисем те, çитĕннисем те хăйсен ÿт-пĕвне пиçĕхтерме, бассейнра шыва кĕрсе уçăлма кăмăллаççĕ.
– Çуллахи шăрăх çанталăкра бассейна çÿрекенсен шучĕ татах та ÿсрĕ, – пĕлтерчĕ С.Галкин директор. – Ашшĕ-амăшĕ хаваспах хăйсен ачисене те шыва кĕме илсе килеççĕ. Унсăр пуçне пĕчĕк арçын ачасемпе хĕр ачасем валли вылямалли площадка та пур кунта. Унта ачасем вылянине тăтăшах курма пулать.
Физкультурăпа спорт комплексĕн территорийĕ тасалăхпа та палăрса тăрать. Газонсене çулса, тасатсах тăраççĕ, чечексене шăвараççĕ. Тирпейлĕхпе тасалăх вара хăть камăн кăмăлне те çĕклет.
Республикăри ытти районсенчи спорт комплексĕсенчен «Туслăх» каярах уçăлнă. Çапах та кунта вăй хуракансем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса лайăх результатсем кăтартаççĕ. Йĕпреçре иртнĕ ăмăртусенчен «Туслăх» комплекс коллективĕ çĕнтерÿпе таврăннă. Ентешсем хăйсен ăсталăхĕпе ыттисене самаях тĕлĕнтернĕ. Уйрăмах Э.Концовапа К.Кусаинов инструктор-тренерсем пысăк çитĕнÿ тăваççĕ.
Эмилия Концова «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕн лидерĕ тесен те йăнăш мар. Вăл кашни ăмăртурах медальсемпе Грамотăсене, хаклă парнесене тивĕçет. Акă Вăрмарта триатлон енĕпе иртнĕ тупăшура Эмилия виççĕмĕш вырăн йышăннă, Çĕмĕрлере ишес енĕпе те – виççĕмĕш. Куславккара вара вăл 25, 100 тата 400 метрлă дистанцисенче ишсе мала тухнă, пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма пултарнă. Командăсем хушшинче вара шăмăршăсем – виççĕмĕш.
Константин Кусаинов та хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнма пултарать. Çĕмĕрле хулинчен кире пуканĕ çĕклесе – виççĕмĕш, Куславккаран шывра ишес енĕпе виççĕмĕш вырăнпа таврăннă. Тата К.Кусаинов патĕнче хăйĕн ăсталăхне туптакан Дима Ефимов (7 класс пĕтернĕ) ăмăртусенче пысăк çитĕнÿ тăвать. Республикăра акватлон тата триатлон енĕсемпе вăл çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Хальхи вăхăтра Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусене хатĕрленет Дима.
Паллах «Туслăхра» вăй хуракан Светлана Бодеева тĕп бухгалтерпа Марина Мартынова бухгалтер-кассир та спортран инçе тăмаççĕ. Вĕсем те командăсем хушшинчи ăмăртусене хутшăнса лайăх очкосем пухма пултараççĕ.
«Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн С.Галкинăн вара ăмăртусене хутшăнма та, пуçлăх тилхепине çирĕппĕн тытма та тивет. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пырать. Сергей Авенировича штат тулли марри те канăç памасть. Пысăк тата пĕчĕк бассейнсене физкультура уйрăмĕ пĕтернĕ тренер-инструкторсем кирлĕ. Вĕсем тупăнсан комплексри ĕçсем тата та кал-калрах каясса шанать С.Галкин.
Районти ăмăртусем, шкул ачисен Спартакиади те юлашки вăхăтра физкультурăпа спорт комплексăн территорийĕнче иртеççĕ.