Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хире чĕнет чĕре

20 июля 2011 г.

Хире чĕнет чĕре

ВЫРМАНА кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Уй-хире тухса пăхман кунсем сайра пулĕ: тыр-пул мĕнлерех ÿсет, тухăçĕ пулĕ-и, тырра çулса кушăхтармалли меслетпе е тÿрех пухса çапмалла; Эпир, комбайнерсем, хăш хирте мĕнлерех ĕçлеме тивессине агрономран кая мар пĕлсе тăратпăр.

Кашни çыннăнах пурнăçра мĕн те пулин яланлăхах асра юлать. Манăн та пур çакнашкал самант: пирвайхи хут «уй-хир карапĕн» штурвалĕ умне хăв тĕллĕн ларса малтанхи «ишеве» тухнине нихăçан та манас çук. 1990 çулта пулнăччĕ ку. Унччен вара пилĕк çул комбайнера пулăшаканĕ пулнă. Николай Валентинович Краснов комбайнера ĕçре ăсталăх пухма пулăшнăшăн, вĕрентнĕшĕн халĕ те тав сăмахĕ çеç калатăп.

Çирĕм пĕрмĕш вырма та ăнăçлă иртессе шанатăп. Комбайн ĕççине пуçăнма хатĕрпе пĕрех темелле – юлашки вак-тĕвек ĕçсем çеç юлчĕç. Пулăшаканăм Юрий Петров та маттур. Унпа пĕрле кашни механизмах темиçешер хут тĕрĕслесе тухатпăр: кайран хамăрăнах ĕçлеме тивет вĕт.

Кăçал пирĕн экипажăн паккуссене пухса çапнă çĕрте ĕçлемелле пулать. Çавăнпа подборщик çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Шел, хамăрăн çулсем хутшăнса пынă май, техника та кивелет. СК-5 «Нивăна» вунă çул ĕнтĕ чи шанчăклă тус вырăнне хуратăп – вăл халĕччен мана пĕрре те намăс кăтартман. Кăçалхи вырмана тата икĕ комбайн хутшăнать. Вĕсем те тухăçлă ĕçлессе шанатпăр.

Çулпа çул пĕр пек килмест теççĕ. Пĕлтĕр, мĕн пытармалли, çанталăка кура тухăç савăнтарсах каймарĕ. Кăçал вара бункерсем тулли пуласси куç кĕретех: пĕрчĕллĕ культурăсем хÿхĕм çитĕнчĕç, хăш-пĕр уйсем самаях пысăк тухăç шантараççĕ. Специалистсем малтанласа шутланă тăрăх, çурхи тулă кашни гектартан 45 центнертан кая мар тухăç памалла. Чун савăнать. Тырă ытларах пулсан халăха та пурăнма çăмăлрах вĕт. Çăкăр пулсан – хресчен пурăнать. Тарпа тăварланнă пурлăха çухатусăр, вăхăтра пухса кĕртесчĕ çеç. Ку вара пиртен – комбайнерсенчен – питĕ нумай килет. Хамăрăн шанăçа кăçал та хастар ĕçпе тÿрре кăларатпăрах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика