Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утă нумайрах – вите пуянрах

20 июля 2011 г.

КĂÇАЛ çанталăк хальлĕхе хресчене пулăшса пырать темелле. Акса-лартса хăварнă культурăсем лайăх шăтса тухрĕç. Çумăр та çукаласах тăчĕ. Çавна пулах нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксем хÿхĕм çитĕнчĕç. Районта вĕсене пĕрремĕш хут пĕтĕм лаптăк çинчен – 2250 гектар çулнă. 400 гектар ытла пĕр çул ÿсекен курăксене те çулса паха утă хатĕрленĕ.

Паянхи куна илес пулсан хуçалăхсем, фермер (хресчен) хуçалăхĕсемпе пĕрле 2165 тонна утă хатĕрленĕ е палăртнă плана 110 процент пурнăçланă. Утă хатĕрлес тĕлĕшпе «Искра» (150 процент), «Восход» (135 процент) СХПКсем тата «Исток» ООО (102 процент) лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла. Ытти хуçалăхсенче те ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Сăмах май, ялсенчи уйрăм çынсем та кăçал кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлеме пултарчĕç.

Выльăха, утă-улăмпа пĕрлех, сĕтеклĕ апатсем те кирлĕ. Çакна шута илсе кăçал 4500 тонна сенаж хывса хăварма палăртнă. Ăна палăртнинчен ытларах – 5300 тонна таранах траншейăсене хывнă. Ку тĕлĕшпе «Исток» ООО пултаруллă: 3500 тонна сенаж выльăхсене хĕл каçарма, рациона пуянлатма чăннипех çителĕклĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика