Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмесен, тупăш та пулĕ

20 июля 2011 г.

ШĂМĂРШĂРА пурăнакан Михаил Ивановичпа Лидия Романовна Захаровсем – ял-йышра хисеплĕ çынсем. Михаил Иванович хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Агрономра, совхоз директорĕнче, ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, таврапĕлÿçĕ, район хаçачĕн хастар обществăлла корреспонденчĕ.

Лидия Романовна – биолог, тивĕçлĕ канăва кайичченех шкулта ачасене вĕрентнĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче шкулти сăнав участокĕ чи лайăххисенчен пĕри пулнă, Лидия Романовнан вĕренекенĕсем районти тата республикăри олимпиадăсенче палăрнă.

Захаровсем тахçанах пенсире ĕнтĕ, апла пулин те ватлăха парăнасшăн мар-ха. Вĕсен килти пахчи тухăçлă пахча çимĕçпе савăнтарать. Хăйсенчен ытлашшине сутса укçа тăваççĕ.

Акă пĕлтĕр вĕсем 44 килограмм «эккендорская желтая» сортлă выльăх чĕкĕнтĕрĕн вăрлăхне туса илнĕ. Çак вăрлăха кăçалхи çуркунне пасарта сутса 12 пин тенкĕ укçа тунă. Кунсăр пуçне «московский поздний» кишĕр вăрлăхне 8 килограмм хатĕрленĕ. Каллех хушма укçа: 8 пин тенкĕ пенсионерсемшĕн самаях тупăш.

Кăçал та вăрлăх валли лартнă чĕкĕнтĕрпе кишĕр хÿхĕм çитĕнеççĕ. Чăн-чăн сăнав участокĕ пек курăнать пахча. Хăяр вăрлăхне те, севок сухан та хăйсемех туса илеççĕ.

Михаил Иванович çĕр улми сорчĕсене сăнаса пăхма юратать, хăш-пĕр сортсене тĕрлĕ хуласенчен çырăнса илет. Кăçал вĕсен пахчинче «инноватор», «голубизна», «никулинский» тата «броницкий» сортсем çитĕнеççĕ.

– «Инноватор» сорт пысăкрах тухăç парать пек туйăнать, – терĕ ĕç ветеранĕ пилĕк таран çĕкленнĕ, шап-шур чечеклĕ çĕр улми çеçки çине кăтартса. – Сăнав тÿрре тухсан, çитес çул çак сорта нумайрах лартатпăр. Паллах, ытти сортсемпе ĕçлеме те пăрахмастăп. Пахчари ĕç – чун канăçĕ, кăмăла çĕклекен асамлă вăй. Эпĕ районти ытти пенсионерсене те çĕр ĕçне юратма, пахча çимĕç вăрлăхĕсемпе ĕçлеме сĕнетĕп. Лавккари вунă пĕрчĕ вăрлăхлă пĕр пачкăна 15-20 тенкĕ парса туяниччен, ху аллупа туса илни шанчăклăрах та, нумай йÿнерех те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика