20 июля 2011 г.
ÇитĔнекен ăрăва тĕрĕс те кирлĕ пек воспитани парасси çине çав-çавах сÿрĕккĕн пăхатпăр-ха. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсем каçхи вăхăтра ăçта, кампа çÿренине, вăхăта мĕнле ирттернине асăрхаса-сăнаса тăмасть. Çывăрма пур пĕрех киле таврăнать теççĕ пулас. Анчах йăнăшаççĕ. Ирĕклĕхе туйнă ачан ăсĕнче темле шухăш та çуралма пултарать. Унăн курманнине курас, тутанманнине тутанас, илтменнине илтес килет. Шăпах шкул ачисем пуçласа алла эрех-ханша черкки тытасси, пирус тутанса пăхасси каçхине пулать. Вĕсем аслисенчен юлас мар, хăйсен çулĕнчен аслăрах курăнас тесе темле усалпа та çыхланма хатĕр. Çул çитмен çамрăксене йĕкĕлтесе-мăшкăлласа эрех-сăра ĕçтерни, пирус турттарни те час-часах пулкалать. Çамрăк организм вара сиенлĕ йăлана питĕ хăвăрт хăнăхать.
Преступлени çулĕ çине тăрасси те çул çитмен çамрăксем хăйсене ирĕке янинче, çăмăлттайла пурăннинче, ĕç патне пырса çыпăçманнинче. Нумай ачан ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене килĕнче пĕр ĕç те хушмасть. Хăйсем вара йăтăнса аниччен, уринчен ури иртми пуличчен ĕçлеççĕ. Çав вăхăтра юратнă ывăлĕ е хĕрĕ диван е кресло çине меллĕн вырнаçса телевизор умĕнче реххетленсе лараççĕ. "Ывăнса" çитсен урама тухса сулланаççĕ е каçхине канма канлĕрех пултăр тесе çывăрма выртаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхекен çемьесенчи лару-тăру та шухăшлаттарать. Вĕсен ачисем мĕн пĕчĕкрен япăххипе лайăххине курса ÿсеççĕ. Анчах та нумай чухне хăйсем тарăхнине, тÿссе ирттернине манса вĕсен çулнех суйласа илеççĕ. Çитĕнсе пынăçем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле сĕтел хушшине ларса эрех-сăра ĕçме тытăнаççĕ, киревсĕр сăмахсемпе калаçма пуçлаççĕ.
Ашшĕ-амăшне çапла чĕнсе калас килет: ача çуратса яни çеç çителĕксĕр, тĕрĕс воспитани пани, çĕр-шыва юрăхлă çын çитĕнтерни вырăнлă. Çавăнпа тĕпренчĕкĕрсене сăнаса, тĕрĕслесех тăрăр. Ачăра йывăрлăха кĕрсе ÿкме ан парăр.