20 июля 2011 г.
ЛЕНИНГРАД блокади пирки каласа панине халĕччен нумай илтнĕччĕ, анчах унта чĕр тамăк курнă çынпа тĕл пулма тивменччĕ. Çав çын Вера Михайловна Халиманчик (Андреева) пулчĕ. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Иккĕмĕш Туçи ялĕнче пурăнатчĕ. Сăмах май, ветеран 1921 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Улмаллă ялĕнче çуралнă. Вăл – чăваш халăх юррисене пухнă, вĕсене халăх патне çитернĕ И.Вдовинан çывăх тăванĕ.
Аслă Отечествăлла вăрçă пуçланас умĕн хĕре шăпа Ленинграда илсе çитернĕ. 1939 çулта, Шăмăршăри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан, вăл кунти промышленноç институтне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курс пĕтернĕ хыççăн, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, унăн юлашки экзамен памалла пулнă. Ăна парса ĕлкĕрнĕ-ха Вера. Çакăн хыççăн студентсене килĕсене таврăнма хушнă. Ыттисем кайса пĕтсен, вунă хĕр тăрса юлнă. Вĕсем тÿрех комсомол райкомне васканă, хăйсене пăравус кочегарĕ пулма яма ыйтнă. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тăваттăн çеç тухма пултарнă, вĕсенчен пĕри – шăпах пирĕн ентеш. Ăна "Ленинград – Павловск-2" маршрутпа çÿрекен пуйăс çине ĕçлеме яраççĕ.
В.Халиманчикшăн юлашки маршрут уйрăмах асра тăрса юлнă. 1941 çулхи июнь уйăхĕн вĕçĕнче пулнă ку. Пуйăсăн Новгорода çитмелле пулнă. Чиперех çитнĕ эшалон унта. Кунта ун çумне Кивĕ Руссана укрепленисене çирĕплетме каякан çынсене лартнă эшелона çирĕплетнĕ. Çул çинче эшелона фашистсен бомбардировщикĕ тапăннă, бомбăсем пăрахса горючиллĕ цистернăсене вут хыптарнă. Ирĕксĕрех каялла таврăнма тивнĕ. Ăна кирлĕ çĕре илсе çитерме Новгородран пăравус янă.
Унтан – Ленинград. Пĕрре те çăмăл пулман çак çул. Вера та уринчен аманнă. Виçĕ уйăх госпитальте сипленме тивнĕ унăн. Çав çулах, августăн 1-мĕшĕнче, хĕре хăй вĕреннĕ института чĕнсе илнĕ. Шел, тăхăр кун çеç вĕренме пÿрнĕ ăна. Тăшман хула патне çывхарса пынă май студентсене траншейăсем чавма янă. Пуç çийĕн тăшман самолечĕсем вĕçнĕ, бомба хыççăн бомба пăрахнă, пулеметсенчен вут-çулăм тăкнă. Сентябрьчченех çак йывăрлăха чăтнă хĕр, пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнă.
– Фашистсем апат-çимĕç склачĕсене аркатсан чăн-чăн блокада, выçлăх пуçланчĕ, – аса илетчĕ Вера Михайловна. – Карточкăпа паракан çăкăр нормине кашни икĕ-виçĕ кунтан чакарса пыма тытăнчĕç. Ноябрьтен вара норма татах та чакрĕ, 1942 çулхи февральчченех талăкра çын пуçне 125 грамм çăкăр панипех çырлахма тиврĕ...
Сивĕпе тата выçăпа çынсем çемйипех вилнĕ. Вилесем ăçта килнĕ çавăнта выртнă, вĕсене ятарлă ушкăнсем пуçтарнă. Верăпа тантăшĕсене те çак ĕçе явăçтарнă. Шартлама сивĕ пулнăран, вилесене пытарма май килмен, вăй-хал та пулман – вĕсене вутă шаршанĕ пек купаланă...
Блокада тăсăлнă-ха. 1942 çулхи март уйăхĕнче Вера вĕреннĕ института та эвакуацилеме йышăннă. Студентсене Пятигорска ăсатма палăртнă пулнă иккен. Хăрушлăх витĕр студентсене "пурнăç çулĕ" – Ладога кÿлли урлă – тепĕр çырана илсе çитернĕ. Кунта та бомбăсем, снарядсем çурăлни самантлăха та шăпланман.
Çул çинче Вера Михайловна чирлесе ÿкнĕ. Çавна май вăл палăртнă çĕре çитеймен, ирĕксĕрех çуралса ÿснĕ тăрăха таврăнма тивнĕ.
1942 çулхи октябрьте В.Халиманчик Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлеме тытăннă, унта 1945 çулхи апрельччен тăрăшнă. Çакăн хыççăн комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулнă.
1945 çулхи июль уйăхĕнче Вера Михайловна Ленинграда, хăй вĕреннĕ института тухса кайнă. Унтан 1949 çулта вĕренсе тухнă, 1976 çулччен Свердловск хулинче ĕçлесе пурăннă. Шел, халĕ вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ...