Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене наркоманирен хÿтĕлесчĕ

20 июля 2011 г.

НАРКОМАНИ тата ачасем. Çак сăмахсем паян час-часах пĕрле илтĕнеççĕ. Анчах та хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ çак çыхăнăва асăрхамасть: кун пекки хăйсемпе тата çывăх çыннисемпе пулма пултараймасть тесе шухăшлать. Шел те, общество çак хăрушлăх сĕмсĕррĕн тапăнса пынинчен тивĕçлĕ хÿтĕлейменнине йышăннă.

Наркомани вăл – ăс-тăна тĕтрелентерекен наркотик япалисем патне туртăм пурри, вĕсемсĕр пурăнайманни. Çак тĕллевпе тĕрлĕ япалапа – чăн наркотиксемпе тата эмелсемпе усă кураççĕ. Ачана, çул çитмен çамрăка наркотике иленме тĕрлĕ сăлтав хистеме пултарать: юлташĕсен витĕмĕ, хăйне ирĕклĕ, никама пăхăнман пек туйма хăтланни, йывăр ыйтусенчен пăрăнма тăрăшни тата ытти те. Сăлтавĕ тĕрлĕрен, анчах пĕлтерĕшĕ пĕрре – çул çитмен çамрăка наркотиксемпе хăйĕн пайтишĕн кăсăклантарас тĕллевлĕ çын витĕмĕ.

Минретекен япаласăр пурăнайманни, ялан ăна тупас тĕллевпе анрани наркомансене преступлени çулĕ çинелле чышать. Вĕсем вăрлама, аптекăсене çĕмĕрсе кĕме, çынна вĕлерме те пултараççĕ.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Эсир хăвăрăн ачăра çак самантра уншăн мĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлетĕр. Унпа наркотик сиенĕ, вăл унăн пуласлăхне, сывлăхне мĕнле витĕм кÿме пултарасси çинчен калаçмалли пирки ан манăр. Ăна наркотике илĕртсе е вăйпа сĕнекен çынсене хирĕç "çук!" тесе çирĕппĕн хуравласси – сирĕн тивĕç.

Çапах та ачăр наркотик тутанса пăхма ĕлкĕрнĕ-и тен; Апла-тăк хăвăртрах нарколог тухтăрпа тĕл пулма васкăр. Ачăрăн сывлăхĕшĕн специалистпа пĕрле кĕрешсен усси пулатех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика