Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус туртни сиенлĕ

20 июля 2011 г.

ПИРУС тĕтĕмĕнчи никотин, сĕрĕм, аммиак, сăмала евĕрлĕ ытти япаласем пĕтĕмпех организмшăн сиенлĕ. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, çемьере туртакансем пулсан ачасем час-часах, çулталăкра тăватă хут е ытларах та, чирлеççĕ. Ыттисене сахалрах сиен кÿрес тесе хăшĕ-пĕри балкон, картлашка çине, коридора пирус туртма тухать, анчах, тĕтĕм вăл тĕтĕмех, организм наркăмăшланать. Пирус туртакан çыннăн организмĕ çак наркăмăша хирĕç тăма пултарать, туртманнин вара – çук, вăл хÿтлĕхсĕр. Пирус тĕтĕмне пула ÿпке, пуç мими, пĕвер сиенленет, чĕре чирĕсем аталанаççĕ, организм çирĕплĕхĕ чакать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшне алла пирус тытиччен малтан хăйсем пирки мар, ачисем çинчен шухăшлама ыйтас килет.

Тăруках туртма пăрахма йывăр, паллах. Сывлăхăра сахалтарах сиен кÿрес тесен çак сĕнÿсене асра тытăр:

– фильтрлă сигарет çеç туртăр. Фильтр наркăмăшăн пысăк пайне тытса юлать;

– Пĕрле туртма сĕнекенсемпе яланах ан кайăр е пируса ячĕшĕн "ĕмсе илĕр". Фильтр çывăхĕнче канцероген ытларах пухăнать, çавăнпа сигаретăн çуррине е иккĕ виççĕмĕш пайне çеç туртăр. Апат вăхăтĕнче те, выçăлла туртни те пĕр пекех сиенлĕ. Тĕтĕм сĕлекепе хушăнса хырăмлăха часрах лекет, унтан тÿрех – юна.

Туртма пăрахас текенсене темиçе сĕнÿ: çак паллă пулăм хăçан пулассине палăртăр. Тĕслĕхрен: Çĕнĕ çул, çуралнă кун;

– хăвăрпа пĕр шухăшлисене тупăр, çак тĕллеве пурнăçа кĕртме пĕрле çăмăлрах пулĕ;

– килĕшекен сигарет вырăнне хăвăр нихçан юратманнине туянăр, пирус шутне майĕпен чакарса пырăр, ун çуррине çеç туртăр;

– кашни кунах пĕрремĕш сигарета яланхи вăхăтран çур сехет каярах алла тытăр;

– туртас килсенех кăмăлăра тивĕçтерме ан васкăр;

– хăвăр юратман сигаретăн кашни çĕнĕ пачкине малтанхи пĕтсен çеç туянăр, ăна хăвăрпа илсе ан çÿрĕр, ĕçтешсенчен ан ыйтăр. Ниçта кайса кĕрейми туртас килсен çеç алла пирус илĕр;

– тĕрлĕ эмелсем те пулăшма пултараççĕ, тĕслĕхрен, "лобелин", "табекс", "набазин гидрохлорид", "анти-смок" тата ытти те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика