Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ах, пĕçертет...

20 июля 2011 г.

ТЕРМОМЕТР ирех, авă, 25 градус ăшă кăтартать. Хĕвел пуç тÿпине çĕкленсен вăл татах ÿсесси куç кĕрет. Вĕри çанталăка мĕнле тÿссе ирттермелле;

Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем каланă тăрăх кун пек чухне чĕрене тата юн тымарĕсене уйрăмах кансĕр. Çак чирсемпе нушаланакансем хăйсене çак вăхăтра йывăр туяççĕ. Теприсем вара пуçласа аптраса ÿкеççĕ – хĕвел хĕртни, температура пысăкки нушалантарать вĕсене. Эсир сывă та çамрăк тейĕпĕр. Çапах асăрхануллă пулмалла: вĕри çанталăкра чĕре таппи хăвăртланать, сывлăш пÿлĕнме тытăнать, утăм вăйсăрланать – канас, ларас килет. Мĕншĕн тетĕр-и; Шăрăх чĕрене хушма витĕм кÿрет вĕт. Тĕп "мотор" унччен чăхăмланă çынсене кун пек чух стенокарди аптратма пултарать, ун хыççăн инфаркт çапса антарас хăрушлăх ÿсет.

Тухтăрсем çапла сĕнеççĕ: кăнтăрла 12-16 сехетсенче урама тухма тăхтамалла е сулхăн вырăн шырамалла. Меллĕ тумланмалла тата: çăтă чĕн пиçиххи, çуха кун пек чух вырăнсăр, синтетика тум та сиенлĕ. Çара пуçăн ан çÿрĕр. Чĕре чирĕнчен, юн пусăмне чакармашкăн тухтăр çырса панă эмеле пĕрле илĕр. Валидолпа нитроглицерин алă айĕнчех пулччăр. Ăш хыпнине пĕтнĕк (мята) е çăка чечекĕн чейĕ хăвăрт ирттерет. Вĕсене каçхине ĕçсен часах тĕлĕрсе каятăр, ыйхă та çирĕп пулать. Шăрăхра симĕс чей усăллă, эрех-сăра ĕçесси пирки калаçмалли те çук – вĕсем çав тери сиенлĕ!

Апат пирки те шухăшламалла, çуллă тата аш çимĕçне сивлемелле, пахча çимĕç тата улма-çырла сĕтел çинчен ан татăлтăр. Кусем хамăр тăрăхра çитĕнтернисем пулсан лайăхрах, тата пĕчĕккĕн çимелле.

Пурнăçра çапла пулать – чылай чух стенокарди шыва кĕнĕ вăхăтра аптăратать. Çакă чи малтанах хĕвелпе хĕртĕннĕ кĕлеткене лĕп шывра канлĕх кĕртессипе çыхăннă, анчах чĕрепе тата тымар чирĕпе нушаланатăр тăк кун пек туни сирĕншĕн питĕ сиенлĕ. Ачасене те асăрхаттарăр, сасартăк шыва чăмни тымарсене пĕрсе лартать, хăрушă инкек кăларса тăратать.

Енчен те шăрăхра çын аптăраса ÿксен ăна сулхăна куçарăр. Кăкăр кăшкарне ирĕклетĕр, çухана вĕçертĕр, пиçиххине вăйсăрлатăр. Май пур тăк пусма татăкне сивĕ шывпа йĕпетсе унăн питне, мăйне, кăкăрне сăтăрăр, чĕлхе айне нитроглицерин таблетки хурăр. Пулăшмарĕ тĕк "васкавлă пулăшу" чĕнĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика