20 июля 2011 г.
ПОЧТАЛЬОНСЕН ĕçне çăмăллатас тĕлĕшпе Раççейри çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсем валли 16 пин велосипед туяннă. Чăваш Ене 150 велосипед килмелле. Çав шутра, паллах, Шăмăршă тăрăхĕнчи почтальонсем те, çыхăну уйрăмĕнчен 10 километра яхăн инçĕшĕнчи ялсене хаçат-журнал салатакансем, çак икĕ кустăрмаллă техникăна тивĕçĕç. Почтальонсем пурте тенĕ пекех хĕрарăмсем пулнăран, велосипед моделĕсем те – хĕрарăмсен.
Çĕнĕлĕх кĕртни малашне почтальонсене хаçат-журнал вăхăтра салатма май парĕ, ĕç пахалăхне лайăхлатĕ.