Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вăрман çитĕнĕ

23 июля 2011 г.

Чăваш Республикин Çут çанталăк тата экологи министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта çак отрасльти учрежденисен ертÿçисем, Раççей Федерацийĕн экологи, технологи тата атом тĕрĕслевĕн Атăлçи управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Данилов, Çÿлти Атăл бассейнĕн управленийĕн ертÿçин çумĕ Наиль Мирхолов хутшăннă. Иван Исаев министр кăçал 685 га (çав шутра арендаторсем – 46) çинче хунав лартса хăварнине, вăрман чĕртмелли плана 49 проц. тултарнине палăртнă. Вут-çулăм иртнĕ 663 га лаптăка çунчăкран тасатнă – ăна турттарса тухмалли плана 10,7 проц. тултарнă: патшалăх контракчĕпе килĕшÿллĕн – 251, харпăр хăй валли – 128 га.

Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар районĕ валли йăлари хытă каяш полигонĕ тумалли вырăнта строительство пуçлама хатĕрленеççĕ. Етĕрне районĕнче вăл малалла пырать. Куславкка, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенче хута ямалли проектсене патшалăх экспертизи витĕр кăларнă.

Ларура çут çанталăк пуянлăхне упрассипе, çĕр айĕнчи чĕр таварпа тухăçлă та перекетлĕ усă курассипе, экологи культурине пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика