23 июля 2011 г.
ÇУ кунĕсем – фермерсемшĕн те хĕрÿ тапхăр: кĕр çитиччен темĕн те туса ĕлкĕрмелле. Çур аки иртсе кайрĕ кăна пек – утă çи пуçланчĕ. Нумай çул ÿсекен курăксем кăçал нихăçанхинчен те лайăхрах çитĕнчĕç: уйра паккус хыççăн паккус тăсăлчĕ. Уяр çанталăкпа усă курса пĕтĕм лаптăк çинчи утта вăхăтра пухса кĕртрĕмĕр. Паха выльăх апачĕ хамăр валли çителĕклех, сутмалăх та пур. Паян-ыран курăксене иккĕмĕш хут çулма тухатпăр.
Вырма та çывхарса çитрĕ. Каллех – канăçсăр тапхăр. 20 гектар тулăпа 150 гектар урпана пухса кĕртмелле. Тĕш-тырăсене минерал удобренийĕпе усă курса акса хăварнăччĕ те, тухăç лайăх пуласса кĕтетпĕр. Пучахсем тулли. Ĕçлени, тар тăкни сая каймарĕ, эппин. Çакăншăн тăрăшмастпăр-и вара; Тырпула пухса кĕртес тĕлĕшпе те чăрмавсем пулмĕç. Техника юсавлă. Вăрлăх та ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăварасшăн.
Çĕр улми те лартса ÿстеретпĕр эпир. Унăн лаптăкĕ 20 гектара яхăн йышăнать. Çурри – ир пулаканни, вăл ĕлкĕрсе çитрĕ те ĕнтĕ. Камăн маларах çĕнĕ «иккĕмĕш çăкăра» çиес килет – тархасшăн: пурне те пулăшма тăрăшатпăр.