23 июля 2011 г.
ШĂМĂРШĂ вăтам шкулĕ çумĕнчи Саманта Смит ячĕллĕ интернационалла туслăх клубĕн членĕсем (ертÿçи – В.П. Кузьмина) тата ача-пăча искусствин шкулĕнче вĕренекенсем çак кунсенче Шахты хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери "Пирĕн пултарулăх – миршĕн" фестивале хутшăннă.
Алена Львовапа Алиса Антипова "Литература" номинацире, Юлия Матросова "Фотографи" номинацире, Таня Сергеева "Плакат" номинацире, Коля Михайлов, Оксана Русакова тата Никита Кузнецов "Ÿкерчĕк" номинацире малти вырăнсене йышăннă.