23 июля 2011 г.
ТĂВАН ÇĔР-ШЫВĂН Аслă вăрçи чарăннăранпа 66 çул çитрĕ пулин те, ун чухнехи хĕн-асап ваттисен асĕнчен тухмасть. Фронтран таврăнайман çывăх çыннăмăрсене те манмастпăр, вĕсем çинчен ачасемпе мăнукăмăрсене каласа хăваратпăр. Çапла вара, "паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ" текен ваттисен сăмахĕ чăн пурнăçпа тачă çыхăнса тăрать.
Чурбановсен çемйинчен вăрçа виçĕ пĕр тăван – Александр, Илья тата Василий – тухса кайнă. Виççĕшĕ те тăван яла таврăнайман, тĕрлĕ фронтсенче пуçĕсене хунă. Василий – манăн атте, 1910 çулта çуралнăскер.
Василий Федорович Чурбанов Финляндипе пынă вăрçа та хутшăннă. Пирĕн ялтан шурă финсемпе çапăçма иккĕн – манăн атте тата Василий Эрюков хутшăннă. Василий Эрюков çав вăрçăра пуçне хунă.
Атте вăрçăччен Хĕрлĕ Çарта действительнăй службăра пулса килнĕ. Унтан колхозра ĕçленĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан темиçе кунтанах – 1941 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче – аттене фронта илнĕ. Унпа пĕрле хамăр ялтан Николай Чамеевпа Сергей Савельев тухса кайнă. Чамеев вăрçăра вилнĕ. Сергей тете вара фронтран аманса таврăнсан чылай пурăнчĕ-ха. Аттепе пĕрле вăрçа тухса кайнине аса илетчĕ, вилнĕ юлташĕсене асăннă чух куçĕсене куççуль тапса тухатчĕ.
Атте Ленинграда хÿтĕленĕ чух паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ, унăн вил тăприйĕ ăçта иккенне те пĕлместпĕр. Анне алли çине икĕ пĕчĕк ача юлнă, эпир мĕн чухлĕ нуша курса çитĕннине хамăр кăна пĕлетпĕр. "Эх, пĕрре кăна тăраниччен çăкăр çиесчĕ!" – тесе ĕмĕтленеттĕмĕр пĕчĕк чух. Мĕн каласси, пирĕн ÿсĕмрисенчен кашниех пысăк хĕн-асап тÿснĕ.
Манăн мăшăрăн ашшĕ – Константин Андриянович Чамеев та вăрçăра пуçне хунă. Иксĕмĕр те аттесене кăшт çеç ас тăватпăр.
Асăмра çак хурлăхлă самант та юлнă: 1941 çулхи августра пирĕн ялтан 40 арçынпа йĕкĕт фронта тухса кайрĕç. Чылайăшне юлашки хут курса юлтăмăр. Çакна пĕлсех пулĕ, пĕтĕм ял куççуль юхтарчĕ, кĕреш пек патвар арçынсем те йĕчĕç. Мĕн тăвăн, çывăх тăвансенчен ĕмĕрлĕхех уйрăласса чунĕсем сиснĕ пуль çав...