23 июля 2011 г.
ТĂВАН ÇĔР-ШЫВ хÿтĕлевçисен профессийĕ ĕлĕкренпех чи сумлисенчен пĕри пулнă. Çирĕп пĕлÿллĕ, лайăх сывлăхлă, патриот туйăмĕллĕ хăюллă каччăсем çар институчĕсене вĕренме кĕреççĕ, пирвайхи офицер званийĕ илнĕ хыççăн подразделени командирĕ пулса тăраççĕ. Çулла витререн тăкнă пек çумăр шăпăртатать-и, хĕлле куç курми çил-тăман çавăрттарать-и, кĕрхи-çурхи пылчăк çăрăлать-и – офицерсем хăйсене шанса панă салтак-сержантпа пĕрле Тăван çĕр-шыв тăнăçлăхне, мирлĕ халăхăн канăçлăхне упраççĕ, подразделенири служба ĕç-хĕлне йĕркелесе тăраççĕ. Присягăна чунтан парăнни чи малти вырăна тухса тăрать. Вĕсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе пăхăнса тăракансене служба тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хавхалантараççĕ, кирлĕ пулсан вĕрентеççĕ, пулăшаççĕ.
Çак кунсенче пирĕн корреспондент Шăмăршă йĕкĕчĕпе – черетлĕ отпуска килнĕ Алексей Михайлов лейтенантпа тĕл пулса калаçнă, ăна службăпа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
– Алексей Анатольевич, çар профессийĕ ачалăхри ĕмĕт пулнă-и?
– Çар офицерĕ пулас шухăш Шăмăршă вăтам шкулĕн выпускной класĕнче вĕреннĕ вăхăтра çуралчĕ. Ку, паллах, ăнсăртран мар. Хамăрпа кÿршĕллĕ пурăнакан Александр Воробьевпа Александр Артемьев Хусанти команднăй аслă çар училищинче вĕренетчĕç. Отпуска килсен вĕсем çар профессийĕн романтики пирки нумай каласа паратчĕç. Пытармастăп, вĕсем çинчи илемлĕ форма та мана илĕртетчĕ. Хул пуççисем çине пĕчĕк çăлтăрсемлĕ лейтенант пакунĕсене çакасси пирки шутласа илсен вара... Кĕскен каласан, аслă юлташăмсен калаçăвĕ хыççăн манра çар офицерĕ пулас ĕмĕт çуралчĕ. 2005 çулта экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн эпĕ те Хусанти команднăй аслă çар училищин курсанчĕ пулса тăтăм. Пĕр вырăншăн 6-7 çамрăк кĕрешрĕмĕр.
Хусанта икĕ çул вĕренсен пире, мотострелоксен командирне вĕренекенсене, Амур облаçĕнчи Благовещенскри команднăй училищĕне куçарчĕç. 2009 çулта лейтенант званине панă хыççăн мана Иваново облаçĕнчи разведкăн уйрăм батальонне ячĕç. Унта эпĕ паянхи кунчченех взвод командирĕ пулса службăра тăратăп.
– Взвод командирĕн ĕçĕ, паллах, пысăк яваплăхпа çыхăннă. Унăн тактика-çар тата специальноç хатĕрленĕвĕн занятийĕсене, воспитани ĕçне ирттермелле. Вăлах физкультура хатĕрленĕвĕшĕн те ответлă...
– Пирĕн батальонта çар ĕçĕпе çыхăннă занятисене çÿллĕ шайра йĕркелесси тахçанах çирĕп йăлана кĕнĕ. Уйрăмах специальноç хатĕрленĕвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Хальхи чи çĕнĕ йышши çар техникине яланах хатĕррисен ретĕнче тытасси, ăна кирлĕ пек упрасси тата шанчăклă хуралпа тивĕçтересси пирĕн батальонăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Манăн взводра – тăватă сержантпа çирĕм пилĕк салтак. Çак йышăн çуррийĕ – контрактниксем. Подразделенире моральпе психологи тĕлĕшĕпе лайăх лару-тăру пулни службăна ăнăçу кÿрсе тăрать.
Физкультура хатĕрленĕвĕ те – кулленхи тимлĕхре. Эпĕ, сăмахран, возвода ирхине ултă сехетрех пыратăп. Подразделенипе пĕрле куллен калла-малла вунă çухрăм чупатăп, кайран турник-перекладина çинче тĕрлĕ упражненисем пурнăçлатпăр. Сывлăхлă салтак – ăнăçлă служба.
– Хăш-пĕр амăшĕсем хăйсен ывăлĕсене службăра «асаттесем» кÿрентересрен хăраççĕ...
– Пирĕн батальонра, сăмахран, «асаттелĕх» («дедовщина») çук. Юлашки çулсенче службăри киревсĕр йăласене тĕп тăвас тĕлĕшпе çарта çирĕп мерăсем йышăнчĕç. Йĕркене пăсма туртăм пур çынсем ăнланаççĕ: службăра пĕр çул тăрса киле йĕркеллĕ таврăнни дисбатра пулнинчен чылай лайăхрах. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ывăлĕсемшĕн пăшăрханмалла мар. Подразделенири йĕркелĕхшĕн чи малтан командиртан ыйтаççĕ. Эпир, офицерсем, хамăра шанса панă салтаксем хушшинче çирĕп дисциплина пултăр тесе çине тăрса ĕçлетпĕр.
– Эсир профессие тĕрĕс суйласа илнĕ тесе шутлатăр-и?
– Кун пирки иккĕленÿ çук. Службăра хамăн пурнăçăмăн пĕлтерĕшне куратăп.
– Службăра малашне те ăнăçу сунатăп сире, лейтенант юлташ.
– Тавтапуç.
РЕДАКЦИРЕН: Хăйĕн тивĕçне яланах Присяга хушнă пек пурнăçланăшăн, шанса панă подразделенире çар хатĕрленĕвне кирлĕ пек йĕркеленĕшĕн, службăра командир ăсталăхне кăтартнăшăн Алексей Михайлов лейтенанта арми командующийĕ Хисеп грамотипе наградăланă, чаç командирĕ хаклă парнепе чысланă. Отпуск хыççăн пултаруллă офицера должноçра та ÿстернĕ – рота командирĕ пулма çирĕплетнĕ.