23 июля 2011 г.
– Ырăлăхпа усаллăх хушшинче мĕнле уйрăмлăх пур; Ыррипе усалли хушшинче пурăнмасть-и этем;
– Адампа Ева çылăха кĕриччен этем усаллăх мĕнне пĕлмен. Вĕсем çылăха кĕнĕ хыççăн этемлĕхре ыррипе усалли пĕтĕмпех хутшăнса кайнă. Кашни çынрах халь ырри те, усалли те пур. Çавăнпа та урăх çынра усаллине мар, ыррине шырамалла. Мĕн шыратăн – çавнах тупатăн; мĕн акатăн – çавнах вырса илетĕн. Çылăха кĕричченхи этем чунĕшĕн пурăннă, çылăха кĕнĕ хыççăн вăл ÿчĕшĕн çеç тăрăшать, чуна кирлине сахал тăвать. Чуна кирлине туса пурăнас тесен вара Туррăн Законне çирĕп тытса тăмалла. Павел Апостол ахальтен-им пăшăрханса çапла каланă: "Закон сывлăшран, эпĕ ÿтĕн, çылăха сутăннă, эпир ăна пĕлетпĕр. Эпĕ мĕн тунине хам та пĕлместĕп, мĕншĕн тесен тăвас тенине тумастăп, хам курайманнине тăватăп... Манра, ман ÿтре, ырри пурăнманнине пĕлетĕп; мĕншĕн тесен манăн ырă тăвас килме килет те, анчах ăна тумашкăн хамра вăй тупаймастăп. Тăвас килнĕ ырра тăваймастăп, тăвас килмен усала тăватăп. Тăвас килменнине тăватăп пулсан, ăна вара эпĕ тумастăп, ман ăшра пурăнакан çылăх тăвать. Çапла ĕнтĕ ырă тăвас тенĕ чух манăн усал пулса тăрать..."
Чăн-чăн ырăлăхпа усаллăх хушшинче пысăк уйрăмлăх пур. Ырри пытанса çÿремест, вăл хăйĕн тĕллевне çынсене вăлтса тăмасăрах пĕлтерет. Чăн-чăн ырăлăх яланах юратупа юнашар çÿрет. Усаллăх, кашкăр хăй çине сурăх тирне уртса янă пек, яланах ырăлăх евĕр курăнать: пĕрмай чееленет, йăпăлтатать, тивĕçсĕрех мухтать, ыррине пĕлтерме пултарнишĕн вĕçĕмсĕрех савăнать...
Усал ĕç тумалли майсем миллионĕпех, ырă ĕç тума – пĕрре. Калăпăр, çынна тĕртсе, çапса, тапса тата ытти меслетпе те ураран ÿкерме пулать. Ăна пырса тăратмалли мел вара нумай мар: пымалла та тăма пулăшмалла. Усал сахал ĕçлесех сăтăр нумай тăвать. Акă пĕр тĕслĕх. Юрăхсăр япалана е тавара ырланине халь кашни утăмрах куратăн: вĕсене чаплă хутсемпе чĕркесе, хитре ÿкерчĕксемпе илемлетсех сутаççĕ. Юрăхсăр япалана чаплă чĕркени усал ĕç мар-и;
Этем ыррипе усалли хушшинче тăмасть; ыррипе усалли унра хăйĕнче пурăнать; ыррине те, усаллине те этем хăй кăмăл тусах суйласа илет. Суйлама унăн ирĕк пур. Çав ирĕке унран Турă та туртса илмен. Сăмахран, эпĕ урăх çын чÿречине персе çĕмĕрме е, пач урăхла, урăх çыннăн çĕмрĕк чÿречине лартса пама та пултаратăп. Ку – манăн ирĕкĕм, анчах... персе çĕмĕрнĕшĕн мана çынни те, Турă та ырламĕ; чÿречене лартса панăшăн çынни те тав тăвĕ, Турăран та сăвап пулĕ.
– Мĕн вăл этем шухăшĕ; Çав шухăшсем çутçанталăкран килмеççĕ-и; Урăх галактикăсенче пурăнакансем е НЛОсем пире нимĕн те систермеççĕ-и;
– Çутçанталăкри нимĕнле япала та: тăм-хăйăр, çĕрпе тăпра та, шыв-шур та, хĕвелпе уйăх та, çăлтăрсем те – нихăшĕ те çынна шухăшлă (идейăллă) информаци памаççĕ. Калăпăр, эсĕ ир-ирех тăнă тейĕпĕр, куçна уçнă-уçманах сана "Кÿршĕ ĕнер мана хытă кÿрентерчĕ, мĕн туса тавăрам-ши ăна;" текен шухăш пырса кĕме пултарать. Тÿрех каламалла, ку шухăша сана хĕвел те, уйăх та, çĕр те, шыв та, чул таврашĕ те памасть. Унашкал шухăшсене выльăхсем те, кайăксем те, пулăсем те, чĕрĕ чунсем те пама пултараймаççĕ. Çутçанталăкри япаласемпе чĕрĕ чунсем çынна шухăш-идея парас пулсан, пин-пин тĕрлĕ шухăш каплана-каплана пынипе тĕнчери çынсем тахçанах ухмаха тухса пĕтмелле. Тĕнчери япаласем çынна сăмахсăрах, шухăшпа чăрмантармасăрах, хăйне евĕр информаци парса тăраççĕ. Вĕсене эпир туйса, ăнланса илетпĕр. Тĕслĕхрен, хĕвел çутатнине, вăл ăшă сарнине эпир сăмахсăрах туятпăр. Çакă сăлтава пулах çĕр: "Эсĕ ку япалана ан ак, пурпĕрех çитĕнтерсе памастăп", – тесе калаймасть. Çĕр çавăн пекех: "Эсĕ çакă тырра ак, ăна эпĕ сана кĕлетÿ шăнăçаймипех çитĕнтерсе парăп", – тесе те илĕртмест. Мĕн акни-лартнине çĕр этем хăй епле ĕçленине кура çитĕнтерсе парать. Çимĕç ÿсни е ÿсменни – çĕрĕн сăмахсăр информацийĕ.
Шухăшсем, шухăшсем... Калăпăр, эсĕ ир-ирех тăнă; куçна сăтăркаланă хушăра: "Кÿршĕ мана хытах ятларĕ, апла пулин те тĕрĕсех каларĕ. Каçару ыйтам та унчченхи пекех унпа лайăх пурăнам", – теекен шухăш пырса кĕчĕ тейĕпĕр. Малтанхи шухăшĕ те хăпма пĕлмест: "Мĕн каçару ыйтмалли унран; Эсĕ мĕн, унран катăк-им;.." Икĕ тĕрлĕ шухăш, вĕсем хушшинче – пĕр этем. Шухăсем, шухăшсем... Ăçтан-ши вĕсем;..
Вĕсем ăçтан пулнине тĕрĕс ăнланас тесен çакна ĕненмелле: çутçанталăк икĕ тĕнчеллĕ; курăнакан тĕнче пур, курăнманни те пур. Курăнакан тĕнчере çылăха пула йăшса çитнĕ этем пурăнать; курăнман тĕнчере – ангелсем. Вĕсем икĕ тĕрлĕ: Турă Ангелĕсем, çавăн пекех Турра хирĕç тăракан, этеме пĕтерме хыпкаланакан шуйттан ангелĕсем. Ангелсем икĕ тĕрлĕ пулнăран этем яланах икĕ тĕрлĕ шухăшсемпе айланать: "Кÿршĕрен каçару ыйтам та унпа чиперех пурăнам", – теекен шухăш Турă Ангелĕнчен; "Мĕн каçару ыйтмалли унран;" – текенни шуйттанран. Çавнашкал шухăшсене суйласа илесси, вĕсем хыççăн каясси те, каяс марри те этемрен хăйĕнчен килет. Урăх çынна хисеплеттермен кирек епле шухăш та, ытти çынсем хушшинче ăслăрах та аслăрах пек туйăнтаракан шухăшсем те– усал ангелсенчен. Çапла шухăшласа: "Кирек мĕнле çын та пĕр-пĕр пултарулăхĕпе манран ăслăрах та манран аслăрах", – тесе пурăнни тĕрĕсрех. Идеализмпа материализм хушшинчи хирĕçĕве пĕр шухăш çеç тĕрĕс татса парать. Идея-шухăш – яланах малта, хыçалта – материализм. Пĕр профессор та, пĕр академик та хăйĕн ĕçĕсене идейăсăр (шухăшсăр) çырман. Пурин те: "Манăн çав темăпа çырмалла", – текен шухăш пулнă, шухăшла-шухăшлах диссертацисем хÿтĕленĕ... Çавăнпа та çакă çутçанталăк хăй тĕллĕн пулма пултарайман, ăна пултармалли идея (шухăш) пулнă, çавă шухăш Турăра пулнă. Шухăш вăл – сăмах. Çутçанталăкри япаласем: çĕр, чул, тăм, шыв, çăлтăрсем, уйăх, хĕвел тата ыттисем те çынна сăмах калаймаççĕ: Иоанн Апостол кун пирки питĕ вырăнлă каланă: "Сăмах чăн малтанах пулнă, Вăл сăмах Турăра пулнă. Çав сăмах Турă пулнă. Вăл чăн малтанах Турăра пулнă. Мĕн пулни пурте Ун урлă пулнă. Унсăр пуçне нимĕн те пулман". Çакă шухăша тĕпе хумасан, тĕнче уçлăхĕнчи шучĕ çук çăлтăрсем яланах пĕр-пĕринпе çапăнса тăнă пулĕччĕç: анчах вĕсем çапăнмаççĕ, Турă хăвачĕ вĕсене тĕлĕнмелле ăслăлăхпа çавăрса тăрать. Çăлтăрсене çапла тытса тăрас идея малтанах пулнă, кайран тин идея Авторĕ çăлтăрсене пултарнă. Эппин, малтан машина тăвас идея пулнă, кайран тин çынсем хăйсен идейин "çимĕçне" курнă.
Шухăшсем, шухăшсем... Ăçтан килеççĕ-ши вĕсем; Çын урăх çынна пулăшасшăн шухăшласа тăрăшать пулсан – Турăран, çын урăх çынна пĕтересшĕн пурăнать пулсан – шуйттанран. Мĕншĕн; Мĕншĕн тесен малтан шухăш килет те кайран, çав шухăш хыççăн кайса, ĕç пулать. Кирек епле ĕçе тăвиччен малтан шухăшламалла: урăх çынсемшĕн те усăллă-ши вăл; Урăх çынсемшĕн усăллă мар пулсан, эппин, вĕсемшĕн çеç мар, саншăн та сиенлĕ.
Леш тĕнчере ангелсемпе çынсен чунĕсем пĕр-пĕринпе калаçса мар, шухăш урлă çыхăну тытаççĕ. Урăх этемĕн шухăшне пĕлекенсем ку тĕнчере те пур, анчах та питĕ сайра. Шухăш сывлăшра та, вакуумра та хăвăрт сарăлать. Адам хăй çылăха кĕриччен шуйттан яракан усал шухăшсене пĕлмен. Вăл яланах Турра юрăхлă шухăшпа пурăннă. Çылăха кĕрсен вăл шуйттан тыткăнне лекнĕ: шуйттанăн шухăшĕсене хăйĕн шухăшĕ пекех йышăнма тытăннă. Шуйттанпа ун ангелĕсен вăй-хăвачĕ çакăнта: вĕсем яланах тĕнчере шуйттан та, ангелсем те çук теекен шухăша пĕрмаях ярса тăраççĕ: "Вĕсем – юмахсемпе мифсенче çеç тĕл пулаççĕ", – теççĕ. Шухăш вăл – сывлăшăн пайĕсенчен пĕри. Çавăнпа та этем пурăнакан çĕрте шухăшсăр вырăн сывлăшра пÿрне чикмелĕх те çук.
НЛО текен япаласем, вĕçекен хатĕрсем, тĕнчере çук. Вĕсем - усал сывлăш кăтартакан пулăмсем çеç. Унашкал япала курăнсан, Христоса ĕненекенсем 90-мĕш псалома вулаççĕ те сăхсăхаççĕ, НЛО еннелле хĕрес палли хываççĕ. Вара вĕсем самантрах куçран çухалаççĕ. Вĕсем хăйсене ракетăсемпе пенинчен хăрамаççĕ.
– Леш тĕнчере юрату пур-и;
– Ку ыйтăва тĕрĕс татса парас тесен леш тĕнчере икĕ тĕрлĕ вырăн пуррине ăнланмалла. Леш тĕнчен пĕр вырăнĕ – Рай, тепри – тамăк. Райра - чи пысăк Юрату. Унти юрату çĕр çинчи çынсем пек ăнланакан юрату мар. Çĕр çинче арлă-арăмлă пурăннине юрату вырăнне хураççĕ. Райра апла мар. Мусульмансем çеç Çÿлте, Райра, гарем пуррине ĕненеççĕ: унта кашни мусульманах çитмĕл арăмпа пурăнать имĕш. Иудейсем Иисусран çапла ыйтнă: "Пирĕн çиччĕн пĕртăван пурччĕ; асли авланчĕ те ача-пăчасăр вилчĕ, хăй арăмне шăллĕне хăварчĕ. Иккĕмĕшĕ те, виççĕмĕшĕ те, пурте çиччĕмĕшне çитичченех çапла пулчĕç. Пуринчен кайран арăмĕ те вилчĕ. Вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрсан, вăл çиччĕшĕнчен хăшин арăмĕ пулĕ ĕнтĕ;"
Иисус вĕсене каланă: "Çырăва та, Турă хăватне те пĕлмесĕр аташатăр эсир. Чĕрĕлсе тăрсан авланмĕç те, качча та каймĕç, пĕлĕт çинчи Турă Ангелĕсем пек пулĕç". Эппин, Райра арлă-арăмлă юрату çук, унта – Турăлăхăн иксĕлми Юратăвĕ. Адампа Ева та çылăха кĕриччен арлă-арăмлă пурăнман.
Халь – тамăк пирки. Унта, тÿсме çук вут-çулăмра, курайманлăх хуçаланать. Вутта тытса пăрахнă çыннăн юрату туйăмĕ пĕтнĕ пек, тамăк вутĕнче те юрату туйăмĕ çук.
Туррăн юратăвĕ Райра виçесĕр: унта пин-пин е миллионшар çулсем иртсен те таса юрату вĕçленмест.
Халăхра: "Тамăкрине е Райрине кам кайса курнă;" – текелекенсене час-часах асăрхама пулать. Тÿрех каламалла: халиччен камсем çуралнă, камсем вилнĕ – вĕсем пурте Райпа тамăка курнă. Турă хăш-пĕр çынсене Райпа тамăка çĕр çинче пурăннă чухнех, виличченех, кăтартнă. Çавă курăнусем тĕлĕк евĕрлĕрех те пулма пултараççĕ. Кайран, халăхшăн усă пултăр тата çынсем тамăка каясран сыхланччăр тесе, мĕн курни-илтнине çыра-çыра хăварнă. Камăн вĕсене вулама кăмăл пур, çавă кĕнекесен ячĕсене кăтартасшăн (чăвашла куçарман кĕнекесен ячĕсене вырăслах паратăп): "Суд за гробом или мытарства преподобной Феодоры", "Вечные загробные тайны. Как живут наши усопшие", "Екатерина монах леш тĕнчере мĕн-мĕн курнине Гавриил Архимандрит каласа пани". Хальхи самана çынни телевизорпа телефон таврашĕнчен питĕ тĕлĕнет, анчах нимĕнле телевизор та райпа тамăкра пулса иртнине кăтартаймасть. Райпа тамăкри калаçусене итлемелли телефон та çук. Туррăн хăвачĕ çеç курма çуккине те кăтартать. Сăмахран, ÿлĕм мĕн-мĕн пулассине Турă Иоанн Апостола кăтартнă; çавă кĕнеке "Турă çинчен вĕрентекен святой Иоанн малашнехине пĕлтерсе çырни (Апокалипсис)" ятлă.