Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мини-футбол: район чемпионачĕ

23 июля 2011 г.

ИЮЛЬ уйăхĕнче районта мини-футболла выляса мала тухассишĕн чемпионат пуçланчĕ. Вăйăсене икĕ ушкăна пайласа ирттерме йышăннă. «А» ушкăнра – «Центр-Колосок» (Шăмăршă), «Волга» (Чукал, Кивĕ Чукал), «Юрма» (Пăчăрлă Пашьел), «Андреевка» (Энтĕрьел), «Заря» (Пуянкасси), «Администрация» (Шăмăршă), «Ă»-ра – «ЦРБ» (Шăмăршă), «Елочка» (Карапай Шăмăршă), «Балтаево» (Палтиел), «Колос» (Васан), «Темп» (Карапай Шăмăршă), «Çĕнĕ Шăмăршă».

Командăсем икшер хут вылянă. Тĕл пулусем интереслĕ иртнĕ. Икĕ тур хыççăн «А» ушкăнра «Волгăн» 6 очко, пĕрре те выляса яман, «Центр-Колосок», «Юрма», «Администрация», «Андреевка» пĕрер çĕнтернĕ, пĕрер выляса янă, 3-шер очко пухнă, «Заря» икĕ вăйăра та парăннă. «Ă» ушкăнра 6 очко пухса «ЦРБ»па «Çĕнĕ Шăмăршă» малта, «Колоспа» «Темпăн»– 3-шер очко, вĕсем пĕр вăйăра çĕнтернĕ, тепринче выляса янă, «Елочкăпа» «Балтаевăн» хальлĕхе пĕр очко та çук.

Вăйăсем малалла пыраççĕ. Анчах çакна та каласах килет: районта Палтиел ял поселенийĕ – пысăккисенчен пĕри. Апла пулин те команда тăратма вăй çитереймест. Нивушлĕ çак ыйтăва ял поселенийĕн пуçлăхĕ К.Сейфутдинов татса параймасть-ши; Пуянкасси ял поселенийĕ те кÿршисенчен юласшăн мар пулас. Вĕсем пĕр вăйă вылянă та... стадиона урăх тухайман. А.Кузьмин кăлавана та ял çамрăкĕсем мĕнпе интересленни, халăх юратакан футбол вăййинчен писсе пыни пĕрре те пăшăрхантармасть-ши; Анат Чаткас ял кăлавине Л.Петрована та çак сăмахсем шухăшлаттарасса шанас килет. Вĕсен те команда çук. Е Чаткассем спорта юратма пăрахрĕç-ши;

Вăйă ирттерекен стадионсен тасалăхĕ пирки те манса каймалла мар. Вĕсене тирпейлесе, çÿп-çапран тасатсах тăмалла. «Ĕне икерчисем» стадиона илем кÿмеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика