Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсен шалăвĕ ÿсет

27 июля 2011 г.

РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Владимир Путин вĕрентекенсен шалăвне ÿстерес тĕллевпе тунă йышăнупа килĕшÿллĕн Чăваш Енре республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ тытăмне модернизацилемелли мерăсен комплексне хатĕрленĕ. Çакăн пирки пычĕ калаçу ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствинче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли йĕркеленĕ пресс-конференцире.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов палăртнă тăрăх – малашлăх тĕллевлĕ документа 2011-2013 çулсем валли палăртнă, унпа килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ тытăмĕнче çак тапхăрта учительсен шалăвне ÿстермелле, шкулсене çамрăк специалистсен кадрĕсемпе тĕреклетмелле. Ăс пухмашкăн тивĕçлĕ те паха услови туса парасси те тĕп вырăнта пулмалла.

Учительсен ĕç укçине 2011 çулта кăçалхи пĕрремĕш кварталтинчен 30 процент ытла хăпартмалла. Çапла вара вĕсен тÿлевĕ сентябрь уйăхĕнче Чăваш Республикин пĕтĕм экономикинчи 2011 çулхи пĕрремĕш кварталти вăтам ĕç укçипе танлашать, тăваттăмĕш кварталта унăн виçинчен иртсе каять (2011 çулхи пĕрремĕш кварталта республикăн пĕтĕм экономикинче вăл 13095,5 тенкĕ пулнă, учительсен – 10557).

Вĕрентекенсен тÿлевне виçĕ тапхăрпа ÿстереççĕ: июнь уйăхĕнче – 6,5 проц., сентябрь уйăхĕнче – 16,5 проц., октябрь уйăхĕнче – 6,5 проц.

Унсăр пуçне республика ертÿçисем шкулта тăрăшакан ытти ĕçченсен – психологсен, социаллă педагогсен, ача сачĕсен воспитателĕсен тата педагогика специалисчĕсен – музыкăна вĕрентекенсен, логопедсен, физкультура инструкторĕсен – шалăвне ÿстермешкĕн майсем шыраса тупнă. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 64 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика