Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх фрончĕ чи тивĕçлисене шанĕ

27 июля 2011 г.

«Единая Россия» парти председателĕ Владимир Путин премьер-министр Пĕтĕм Раççейри халăх фронтне туса хурассине пуçарнăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ – çак тытăм Чăваш Енре те вăй илме ĕлкĕрчĕ темелле. Унăн регионти координаци канашне 20 общество организацийĕ кĕнĕ. Умра – суйлавсем. Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавне хатĕрленсе çак кунсенче çĕр-шывĕпех праймериз иртет. Ун çинчен «Единая Российăн» регионти политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский пресс-конференцире каласа пачĕ. Калаçăва парти председателĕн çынсене йышăнмалли пÿлĕмĕн ертÿçи Валерий Андреев та хутшăнчĕ.

Хăйне евĕр праймериз иртнĕ суйлав умĕн те пулнă, ун чух списокри çынсемшĕн парти картинчен тухмасăр, шалта, сасăланă. Халĕ вара пĕтĕм халăх праймеризĕ пулать, вăл Чăваш Енре пилĕк площадкăра (Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере) июлĕн 25-29-мĕшĕсенчен иртет. Кандидатурăсен списокĕ паллă – 27 çын. Пĕтĕмпе 600 суйлавçă сасăлĕ (общество организацийĕсенчен тата партин вырăнсенчи уйрăмĕсенчен – 300-шер çын). Праймеризра çĕнтернисен Дума депутачĕсен ретне тăрас шанăç пулĕ. Чăваш Енрен «упасен» 3 депутат пулма пултарать.

Паллах, журналистсене сасăлава тăратакан кандидатсен списокĕнчи çынсем кăсăклантарчĕç. Тĕрĕссипе, пурте тенĕ пекех паллă ятсем. 17-шĕ – «Единая Россия» членĕсем, 9-шĕ партисен ретĕнче тăманнисем. Евгения Беликова, Николай Бударин, Николай Герасимов, Михаил Игнатьев, Константин Косачев, Олег Мешков, Юрий Попов... Вĕсене кашниех пĕлет. 14-не «Единая Россия» тăратнă, пĕри – хăй сĕннĕскер, ыттисем – общество организацийĕсен кандидатурисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика