Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуянкасси ĕçченсемпе пуян

27 июля 2011 г.

ЮРРА-КĔВВЕ тарават Пуянкассинче пурăнакан С.Кувшинов. И.Вдовина репертуарĕнчи пĕр юрра та вăл хăйне майлă шăрантарать:

Кил картине кĕрсен мĕн сас лайăх;

Выльăх-чĕрлĕх сасси лайăх.

Пĕр шутласан, чăннипех çапла мар-и вара; Чăваш эстрада юрăçипе пĕр ятлă, хушаматлă Сергей выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать. Унăн «эстради» – витере.

– Паянхи куна вунă сысна пур, – тет вăл. – Сĕтсĕр те ларас килмест – ĕне усратпăр. Пăрусем – иккĕ. Сĕт-çу хамăра та çитет, сутмалăх та юлать.

Сергейĕн Татьяна мăшăрĕ те – ларма-тăма пĕлмен ĕçчен çын. Тепĕр чух ĕç ытларах ун çине тиенет пулин те, çакăншăн вăл пĕрре те ÿпкелешмест.

– Çемье лавне пĕрле туртмалла вĕт, – калаçăва хутшăнчĕ хĕрарăм. – Халĕччен алса-чăлха çыхма çăм туянса курман – сурăхсем те усратпăр. Йышлах мар та – татах ÿстерес тетпĕр.

Кувшиновсен кил картинче хурсем те самаях. Чăх-чĕпсем-и; Вĕсем мĕн чухлĕ пулнине кил хуçисем тĕп-тĕрĕс калама пултараймаççĕ.

Çемьен – икĕ автомашина. Ÿркенменскерсем, кăçал та утă самаях хатĕрлесе хăварнă. Ытлашшипех те. Ахальтен мар Кувшиновсем выльăхсен шутне татах ÿстересшĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика