Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕлле пăхать, юрă юрлать...

27 июля 2011 г.

УЛМАЛЛĂ – улма-çырлаллă ял. Килĕренех – сад пахчи, уйрăмах слива йывăççисем нумай. Ял çыннисем вĕлле хурчĕсем ĕрчетеççĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Районти чи аякри, вăрманлă, чечеклĕ улăх-çаранлă пĕчĕк яла çу кунĕсенче тĕрлĕ çĕртен отпускри ентешсем килсе пурăнаççĕ, «Кунта Сочирен те, Крымран та пĕрре те кая мар», – теççĕ. Чăн сăмахăн суйи çук, ахальтен мар пулĕ улмаллăсем хăйсен ялĕ пирки шÿтлесе «Канара» теççĕ.

Ял урамĕпе иртсе пынă чух çÿллĕ ÿснĕ чие йывăççисем хупăрланă пысăках мар йывăç çурт патĕнче баян сасси илтĕнчĕ. Пĕр çаврăм кĕвĕ янăранă хыççăн арçыннăн уçă та илемлĕ сасси (çак сасса районта кам пĕлмест-ши;) юрă шăрантарчĕ:

Отцвели уж давно хризантемы в саду...

Ара, Раççей тата Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти паллă юрăç тата купăсçă Виктор Алексеевич Рябов вĕт ку! Çитмĕл урлă каçнă пулин те ĕç ветеранĕ ватлăх мĕнне пĕлмест-ха, яланах халăх хушшинче.

– Виктор Алексеевич çу кунĕсенче пурăнма пирĕн ялта çурт туянчĕ, – пĕлтерчĕ манпа пĕрле утакан «Агросервис» ООО механикĕ Н.И.Моисеев. – Пахчине кĕрсе курăр-ха – мĕн чухлĕ вĕлле пÿрчĕ унта!

Виктор Алексеевич пире хапăл тусах, ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ.

– Каннă вăхăтра алла баян тытрăм-ха, – терĕ юрăç. – Вăхăт çукрах çав, вĕлле хурчĕсем патĕнчен уйрăлма юрамасть. Пыл вăхăчĕ халь, ир тытăнса каçчен пыл килет.

В.А.Рябов пире ырă шăршăллă, питех те тутлă çăка пылĕпе тата хурăн çырлипе хăналарĕ, хистесех ыйтнипе вырăс халăх юррине юрласа пачĕ:

Ой рябина кудрявая, белые цветы...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика