Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вăрман тăрри тикĕс», теççĕ те...

27 июля 2011 г.

2011 ÇУЛХИ ултă уйăхра район территорийĕнче пурĕ 83 преступлени тунине регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан преступленисен шучĕ 38,1 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Преступленисен 96,8 процентне уçса панă (пĕлтĕрхи çур çулта – 95,7 процент).

Уйрăммăн илсен, кăçал ултă уйăхра вĕлерессипе хăратасси, уççăн çаратасси (грабăж) (2 факт), ÿсĕр çынсем преступлени тăвасси ÿснĕ. Çын çин алă çĕклесси, ют пурлăха вăрласси, хваттер çаратасси, ултавлă ĕç тата экономика преступленийĕ тăвасси, обществăлла вырăнсенче, урамсенче преступлени çулĕ çине тухасси, малтан судпа айăпланнисем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем саккун йĕркисене пăсасси чакнă.

РФ УКĕн 115 тата 116 статйисемпе никĕсленсе тăракан преступленисемпе – çын çине алă çĕкленĕ фактсемпе питĕ тимлĕн ĕçлесе пыма тăрăшаççĕ пирĕн сотрудниксем. Июнь уйăхĕнче кăна çакнашкал 12 факта регистрациленĕ. Ку тĕслĕхсем тăрăх пуринпе те уголовнăй ĕçсем уçнă, материалсене суда тăратнă. Алла ирĕке яма юраманнине айăплисем суд сакки çинче питĕ лайăх туйса илĕç. Сăмах май, çакнашкал 12 фактран 5-шĕ упăшкисем арăмĕсем çине алă çĕкленипе çыхăннă.

2010 çулăн пĕрремĕш çурринче районта вĕлерессипе хăратнă 2 тĕслĕхе шута илнĕччĕ. Кăçалхи çур çулта вара çакнашкал 8 (!) тĕслĕхе шута илнĕ. Кунашкал хăрушă сăмаха çăвартан кăларса, суд сакки çине ларса намăс курас марччĕ.

Шăмăршă лесничествин вăрманĕнче июнь уйăхĕнче саккуна пăсса 36 (!) тĕп юмана касса кайни палăрнă. Пирĕн сотрудниксем пулăшнипе, вăрманçăсем хăйсем тăрăшнипе ку преступление кĕске вăхăтрах уçса панă. Çак факт тăрăх, РФ УКĕн 260 статйин 3-мĕш пайне тĕпе хурса, уголовнăй ĕç пуçарнă. «Вăрман тăрри тикĕс», тесе шутлани хака ларма пултарать çав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика