Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачу ăçта çÿрет, амăшĕ?

27 июля 2011 г.

АЧАСЕН çуллахи каникулĕ вăхăтĕнче, июнĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа августăн 24-мĕшĕччен, пирĕн республикăра «Çул çитмен çамрăк» операци иртет. Вăл виçĕ тапхăра пырать.

Июнĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 3-мĕшĕччен профилактика операцийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ («Килсĕр ача») пулчĕ. Çак тапхăрта çул çитменнисем обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿренĕшĕн – 3 протокол, сăра ĕçнĕшĕн 1 протокол çырнă. Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекци материалсене район администрацийĕнчи комиссие тăратнă. Çул çитменнисемпе ĕçлекен, вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси членĕсем вара йĕркене пăснă ачасен ашшĕ-амăшне ларăва чĕннĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

Шел, хăш-пĕр ашшĕсемпе амăшĕсем хăйсен ачисем çине алă сулнă, вĕсем каникул вăхăтĕнче мĕн туса çÿренине, камсемпе вăхăта ирттернине тĕрĕслесе тăмаççĕ. Никам пăхса тăман ачасем обществăлла йĕркелĕхе пăсма е пĕр-пĕр преступлени туса хума та пултараççĕ (çул çитменнисем хушшинчи преступленисене пурне те ашшĕ-амăшĕ тĕрĕслесе тăман çемьесенчи ачасем тăваççĕ). Ашшĕ-амăшĕ тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн 4 протокол çырнă, материалсене çÿлерех асăннă комиссире пăхса тухнă. Вĕсенчен пĕрисене асăрхаттарнă, теприсене штрафланă.

Çуллахи вăхăтра, Чăваш Республикин саккунĕпе («О неотложных мерах по занятию детей от факторов, негативно влияющих на их физическое, интеллектуальное, психическое, духовное и нравственное развитие») килĕшÿллĕн, çул çитмен çамрăксен çĕрле 23 сехет хыççăн (хĕлле 22 сехетчен) урамра хăйсен тĕллĕн çÿреме юрамасть. Çак вăхăтран ытларах тăсăлакан культурăллă-массăллă мероприятисене вĕсем ашшĕпе е амăшĕпе пĕрле кăна тухма пултараççĕ. 23 сехет хыççăн урамра çÿренĕ май, пĕр ачан ашшĕ-амăшĕ пирки протокол çырмалла пулчĕ.

«Çул çитмен çамрăк» профилактика операцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ («Çулла») – июлĕн 18-27-мĕшĕсенче, виççĕмĕш тапхăрĕ («Çемье») – августăн 15-24-мĕшĕсенче иртет. Операцин çак тапхăрĕсенче те çул çитменнисен инспекцийĕ профилактикăн ытти субъекчĕсемпе пĕрле рейдсем йĕркелĕ, ачасем каникул кунĕсене йĕркеллĕ те пăтăрмахсăр ирттерччĕр тесе тăрăшĕ, кирлĕ пулсан, пулăшу парĕ.

Çакна та аса илтеретпĕр. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене уйрăмах каникул кунĕсенче пысăкрах тимлĕх уйăрмалла, хĕрÿ ĕçре çаврăннă май, вĕсене куçран вĕçертмелле мар. Май килнĕ тата вăй çитнĕ таран ачасене ĕçе явăçтармалла, юнашар ĕçлеттермелле. Кун пек чухне çул çитменнисем хушшинче йĕркене пăснă тĕслĕхсем те пулмĕç. Сăмах май, 2010 çулхи 6 уйăхра вĕсем 6 преступлени тунăччĕ, кăçалхи çур çулта çул çитменнисем право йĕркисене пăснă фактсем пулмарĕç. Ырă пулăм малалла вăй илсе пырсан питĕ лайăх пулĕччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика