Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн

27 июля 2011 г.

КĂÇАЛХИ çур çул хушшинче район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче 4 авари пулнă, вĕсенче 4 çын аманнă. Пĕлтĕр те çак тапхăрта 4 аварире 4 çын аманнине шута илнĕччĕ.

Çул-йĕр çинче водительсене те, çуран çÿрекенсене те питĕ тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Кăçалхи аварисенчен пĕри çуран утнă çын çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе çыхăннă.

Халĕ, çу кунĕсенче, ачасем скутерпа, велосипедпа ярăнса çÿренине тăтăшах курма пулать. Çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисем пирки вĕсен яланах асра тытмалла. Ашшĕ-амăшĕн те кун çинчен хăйсен ачисене куллен аса илтерсе тăмалла. Çу пуçламăшĕнче çул çитмен велосипедист айăпне пула Ярăслав таврашĕнче авари пулни ыттисемшĕн те çирĕп урок вырăнне пултăрччĕ.

Хальхи вăхăтра ачасем каникулта канаççĕ. Çавна май вĕсем урамра йышлăн выляççĕ. Водительсене урамсенче хăвăртлăх режимне çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр.

«Çĕрпÿ-Ульяновск» автоçул урлă каçнă чухне çитĕннисен те, ачасен те питĕ тимлĕ пулмалла. Çывăхра транспорт килнине курсан тăхтаса тăмалла.

Руль умне ларас умĕн алкоголь шĕвекĕ ĕçме юраманни пирки те аса илтеретпĕр водительсене. Пĕр черкке эрех ĕçни те ăнкарулăх шайне чакарать, сисĕмлĕх туйăмне пĕчĕклетет. Ÿсĕр водитель хăйĕн пурнăçне кăна мар, ыттисен кун-çулне те вăхăтсăр татма пултарать. Унăн айăпне пула çынсем аманаççĕ, сусăрланаççĕ, инвалида тухаççĕ. Кăçалхи çур çулта ÿсĕр водительсен айăпне пула районта авари пулман. Малашне те ан пултăрччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика