Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Колоние каймасăрах юсанасчĕ

27 июля 2011 г.

ПЫСĂКАХ мар преступлени тунă çынсене суд колоние ямасăрах, килти условисенчех юсанма май парать. Çакнашкал çынсем суд айăплавĕ пурнăçланнине тĕрĕслесе тăракан районти инспекцире учетра тăраççĕ.

2011 çулхи ултă уйăхра пирĕн инспекци учечĕ витĕр пурĕ 60 çын тухнă. Çак йышран 32-шĕ халĕ те тăрать. Вĕсенчен 3-шĕ – çул çитмен çамрăксем. Учетри çынсенчен 24-шĕ суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн – условнăй срок илнисем, 4-шĕ – палăртнă срокра вăл е ку должноçра ĕçлеме юрамасть тесе йышăннисем, 4-шĕ – обязательнăй ĕçсенче пулмаллисем.

Учетри çынсенчен чылайăшĕ палăртнă режима çирĕп пăхăнать. Хăйсене яланах лайăх тытнă май, кăçал 6 çынна срок çитмесĕрех учетран кăларнă.

Шел, учета тăратнисенчен хăш-пĕрисем инспекцири регистрацие вăхăтра çÿремеççĕ, чĕнтерсен те килмеççĕ, теприсем тăтăшах обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿреççĕ, йĕркелĕхе пăсаççĕ... Кăçал çакнашкал çынсенчен 5-шне «Макар хăйĕн пăрăвĕсене хăваламан вырăнсене» – йĕплĕ пралуклă колоние яма тиврĕ.

Учетра тăракансен пурин те палăртнă йĕркене срок вĕçленичченех çирĕп пурнăçлама, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем туса тÿрĕ çул çине тухма тăрăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика